Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çула Хусанта кӗтсе илекенсене пӗлсе тăма!!!

Вутлă Лаша çулталăкне çӗрле 24:00 сехетре кăсăклă кӗтсе илес текенсем валли Хусанта икӗ уçă площадка хатӗр.

*Хусан Кремлӗн территорийӗнче 16.00 сехетре «Ёлка волшебного городка» Çӗнӗ çул представленийӗ пулать.

*«Черное озеро» паркри каток çинче уяв программи паян, декабрӗн 31-мӗшӗнче, каçхине 19:00 сехетрен пуçласа ыран ирччен 03:00 сехетчен тăсăлать. Кунта Раççей Президенчӗн саламне кăтартаççӗ, диджей-сетсем, Monte Carlo кавер-ушкăн, Хӗл Мучипе Юр Пике савăнтараççӗ. Конкурссемпе интерактивсем пулаççӗ.

*Уяв программи çаплах «Казан» çемье центрӗнче те пулать.

Аса илтеретпӗр, KZN.RU порталта  «Новый год в Казани – 2026» ятарлă пай уçнă. Унта культура мероприятийӗсен программипе, катоксемпе йӗлтӗр базисен ӗç графикӗпе тата ыттипе паллашма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество