Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çулта мӗн кӗтмелле?

2019 çулта çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх тарифӗсене январӗн 1-мӗшӗнче тата июлӗн 1-мӗшӗнче ӳстереççӗ.

Шел те, килес çӗнӗ çул ахаль çынсене питех савăнтарма шантармасть. Бензин хакланнисӗр, НДС ӳнисӗр пуçне тата нумай «сюрприз» кӗтет иккен-ха. РФ Премьер-министрӗ Дмитрий Медведева çак кунсенче РФ Правительствин 2019 çулта январь тата июль уйăхӗсенче çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх тарифӗсене ӳстересси пирки постановленине алă пусса çирӗплетнӗ. Документа право хыпарӗсен интернет-порталӗнче вырнаçтарнă.

ÇКХ тарифӗсем хакланасси НДС 18 процентран 20 процента ӳсессипе çыхăннă иккен. Çапла майпа НДС эффектне кăшт çемçетесшӗн-мӗн çӳлтисем, паллах, каллех халăх шучӗпе. Эппин 2019 çулта Раççей çыннисен çемье бюджечӗ январӗн 1-мӗшӗнче тата июлӗн 1-мӗшӗнче каллех сисӗнмеллех катăласса кӗтмелле. ( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество