Çӗнӗ çул пуçланнăранпа аварисенче 26 çын вилнӗ
Иккӗмӗш çул Тутарстанра çул çинче аварисене пула вилекенсен шучӗ ӳснине çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн комиссийӗн ларăвӗнче республика премьер-министрӗн çумӗ Шамиль Гафаров пӗлтернӗ.
Регионта вунă çул хушшинче çул çинче пулакан инкексене пула вилекенсен шучӗ чакнă пулсан, юлашки икӗ çул хушшинче кăтартусем каллех ӳсме пуçланă. 2025 çулта республикăра 3,2 пин авари пулнă, вӗсенче 345 çын вилнӗ, 3,9 пин çын суранланнă. Унчченхи кăтартусемпе танлаштарсан вилнисен шучӗ 24 çынна ӳснӗ, çав хушăрах шар курнисен шучӗ 48 чакнă.
Çавăн пекех Шамиль Гарипов ачасемпе çыхăннă статистикăпа та паллаштарнă. 2025 çулта республикăра çул çитмен ачасем хутшăннипе 159 авари регистрациленӗ, вӗсенче 13 ача вилнӗ, тата 179-шӗ аманнă. Кунашкал инкексем Çырчаллинче, Елабуга, Агрыз, Нурлат, Тукай тата Актаныш районӗсенче пулнă.
Кăçал январь уйăхӗнче республикăра 128 авари пулнă, 26 çыннăн пурнăçӗ татăлнă. Çавна май Шамиль Гафаров кăçалхи лару-тăру пăшăрхантарнине, тӗп ыйту укçара маррине, пӗлтерӗшлӗ службăсем мӗнле ӗçленинче пулнине каласа хăварнă. Ун шучӗпе, республикăн укçа-тенкӗ те, ресурссем те çителӗклӗ, анчах унпа тӗрӗс усă курас тесен яваплă службăсем пӗрле килӗштерсе ӗçлемелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев