Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ эрне мӗн хатӗрлет?

ВĂКĂРСЕМ ку эрнере пӗр шухăшлă çынсене тӗл пулаççӗ. ТУ Качакисем эрне варринче тахçан кӗтӗн хыпар илеççӗ...

ТАКА 21.III-20.IV 

Сирӗн çынсемпе уçăрах пулмалла, хăвăрăн туйăмăрсене пытармалла мар. Юлташсен тӗрӗс пуçарăвӗсене ырлама, çывăх çынсен ырă ӗçӗсене мухтама ан ӳркенӗр. Сирӗн сăмахăрсем вӗсене тата та пысăкрах çитӗнӳсем тума хавхалантараççӗ. Ку эрнере эсир тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен супер-çын пек туятăр хăвăра. Сирӗн куç умӗнче кама-тăр кӳрентереççӗ пулсан, пӗр шутламасăр хутне кӗрӗр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку тапхăрта пӗр шухăшлă çынпа тӗл пулас шанăç пур. Анчах манса ан кайăр – принцсемпе принцессăсем кӗнекесенче кăна идеаллă, ӗмӗтрипе чăн пурнăçрине уйăрма хăнăхмалла. Эрне вӗçӗнче улшăнусем пулӗç, вӗсенчен хăрамалла мар. Ырри çинчен шухăшласан пурнăçра та ырри пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Питӗ тухăçлă тапхăр. Ӗçлӗ партнерсем тупма аван вăхăт, хăвăр таврари çынсемпе хутшăнни нумай усă парать. Эрне варринче укçа-тенкӗ енчен лару-тăрăва лайăхлатма шанăç пулать. Савăнăçăра çынсемпе пайлама ан васкăр, ăмсанакансем те пур. Йăнăш тăвасран асăрханмалла.

РАК 22.VI-22.VII

Çул çинче, çулçӳревре асăрхануллă пулмалла. Эрне пуçламăшӗнче сирӗн приоритетсене улăштарма тивет. Нумай япалана çӗнӗлле йышăнма вӗренмелле. Çак эрнере сирӗн çынсемпе хутшăнас килмӗ. Килӗшӳсем çине алă пусмалла пулсан малтан тӗплӗн вулăр. Хăвăра ăçта йывăрлăх кӗтме пултарнине  чунпа туятăр. Пуçланă ӗçе вӗçне çитермелле. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Хăвăра хумхантаракан шухăшсенчен хăтăлма тăрăшăр. Хăтăлас тесен вӗсене татса памалла. Тӗрӗссипе, проблемăсене эсир хăвăр шутласа тупнă, тытăнсан татса парасси ним те мар. Пурнăçра ним япăххи те пулмасть сирӗн, кăлăхах ан кулянăр. Сывлăха тимлӗх уйăрмалла, сиенлӗ апат сахалрах çимелле. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Ку эрнере инçе çула тухма тăхтăр. Енчен те сире хăвăр пурăнакан вырăнтан самай аякка командировкăна яраççӗ пулсан, ăна урăх вăхăта куçарма мӗнле те пулсан сăлтав тупма тăрăшăр. Халь хуть мӗнле çулçӳрев те укçа-тенкӗ енчен тăкак кӳрет. Тӗпрен илсен, ку сирӗншӗн лăпкă эрне. Ӗçре вăй хурса ӗçлесе илнӗ медале йышăнма хатӗр пулăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Ку эрнере ӗçре хăш-пӗр кăлтăксем пуррине пăхмасăрах хăвăра питӗ аван туятăр. Тӗрӗс те. Халь май пур таран вăй пухни каярах шăпа парнеленӗ шанăçпа туллин усă курма питӗ кирлӗ пулать. Тимлӗ пулăр – укçа-тенке кирлӗ маршăн ан салатăр. Тата та укçа ӗçлесе илме майсем тупăнаççӗ, усă курма тăрăшăр. Пуçлăхсемпе, сумлă çынсемпе пӗлсе калаçни карьера картлашкипе çӳлелле хăпарма май парать. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Сывлăха тимлӗх уйăрмалла. Юлашки вăхăтри пăтăрмахсене пула пӗр хал та юлман пек туйăнать сире. Чуна лăплантарма лайăх кӗнеке вулани е аван кино пăхни пулăшать. Кирлӗ мар япала ан туянăр. Креативлă шухăшлама пӗлни канăç паман ыйтусене татса пама самай пулăшать. Хăвăр çине çеç яваплăх илме хатӗр мар-тăк, кăткăс проектсене ан пуçăнăр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Отпуск илсе каннинчен аванни çук халь. Пӗр-пӗр пысăк япала туянмашкăн кредит илме ăнăçлă тапхăр. Тăхтама пултаракан япалана халь туянмалла мар. Пӗр-пӗр ӗç тума çынран кивçен укçа ан илӗр – кайран парса татма йывăр пулӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Эрне пуçламăшӗ сирӗн пурнăçа ырă атмосфера илсе килет. Ӗç хыççăн халь сирӗн нихçанхинчен вăйлăрах киле таврăнас килет. Аçăр-аннӗре, çывăх çыннăрсене кайса курни те савăнăç кӳрӗ. Халь эсир хуть хăш килте те кӗтнӗ хăна. Эрне варринче тахçантанпа кӗтнӗ хыпар илтетӗр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Халь ӗçре тата харпăр хутшăнусенче хăвăрăн позицие вăйлатма аван вăхăт. Çывăх çынсене ытларах тимлӗх, вăхăт, вăй-хал уйăрмалла. Ӗçре çӳлелле вӗçме те, лаплатса ӳкме те пултаратăр. Йăлтах сирӗн алăра. Ку эрнере карма хăй çинчен аса илтерме пултарать. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Çутă та лăпкă тапхăр. Халь сирӗн пултарулăх шайӗ питӗ çӳллӗ, епле майпа пурнăçа тата та лайăхлатасси пирки хăюллăнах плансем тăвăр. Хăш-пӗр лару-тăру сире хирӗçле пулса тухӗ, çавăнпа хăвăра лăпкă тытма çăмăл пулмӗ. Хуть мӗнле пулсан та карьерăпа ӳсме нимӗн те чăрмантармасть халь. Хăвăра çӗнӗ ӗçре тӗрӗслесе пăхма ан шикленӗр. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп