Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ этнокоплекс Атăл тăрăхӗнчи пур халăха та йышăнӗ

Хальлӗхе Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн инвесторӗ Иван Казанкова яла пӗтесрен сыхласа хăварнăшăн пуç тайса пуç çитмест. Вăл Тутарстан çӗрӗ çинче чăвашсен историйӗ çинчен курăмлăн каласа паракан этнокультура комплексӗ пултăр тесе тăрăшакан çын. Çавăнпа та унăн çак пуçарăвне пирӗн тӗрев парсан вырăнлă пулмалла.

«Ӗлӗк крепоçсем йывăçран пулнă, эпир чултан тăвас терӗмӗр. Ку тӗл чăвашсем валли кăна пулмӗ, эпир Атăл тăрăхӗнчи ытти халăхсене те çывăха хурса кунта вырăн парасшăн. Çармăссене, мăшкăсене, ирçесене тата ытти халăхсене. Эпир хамăра Кавказ енчен килнӗ тетпӗр пулсан, кунта кабрадинпа балкарсем те пулмалла, ытти халăхсем те. Çак Уява эпир тивӗçлӗ шайра, ытти халăхсемпе тан пулса ирттеретпӗр тесе шутлатпăр. Мӗншӗн тесен тахçантанпах хатӗрленме тытăнтăмăр, тăрăшатпăр. Пӗрле тăрăшса ӗçлесен кирек мӗнле йывăрлăха та çӗнтерме пулать», – терӗ Иван Казанков Сăвар хулашӗн стенин пӗрремӗш кирпӗчне хума пуçтарăннисене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев