Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекенсемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ

Ку эрне пуçламăшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче те ытти çӗрти пекех юлашки шăнкăрав иртрӗ. Пирӗн шкулта кăçал тăватă каччăпа икӗ хӗр 9-мӗш класс пӗтереççӗ.

Вӗренӳ çулӗ вӗçленнине халалланă линейкăра чи малтан шкул директорӗ Владимир Мискин сăмах илчӗ. Вăл вӗрентекенсене ӗçри хастарлăхшăн, чăтăмлăхшăн, профессие парăнса ӗçленӗшӗн, кашни вӗренекене шаннăшăн, 9-мӗшсен ашшӗ-амăшӗсене ачисемшӗн тӗрек пулнăшăн, вӗренӳре пулăшса пынăшăн тав турӗ. Ачасене хăйсене вара пурнăçра çӗнӗ тапхăр пуçланнă ятпа саламларӗ, Мухтав хучӗсем парса чысларӗ.

9-мӗш класс пӗтерекенсене çавăн пекех Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, район администрацийӗнчен Çӗр хутшăнăвӗсен палатин ертӳçи Надежда Патрина, педагогика ветеранӗсем Геннадий Карсаковпа Мария Шадирякова та ырă та ăшă  сăмахсем каларӗç, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчӗç.

Юлашки шăнкăрав уявне ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем  Александр Кудрявцев аслă лейтенантпа Леонид Кашкаров рядовой та пынă. Вӗсем те хăй вăхăтӗнче çак шкулта вӗреннӗ. Александр шкул пӗтерекенсене саламланă май çапла сăмахсем каларӗ: «Кӗçех сирӗн пурнăçăрта çӗнӗ тапхăр пуçланать. Умра сире çӗнӗ çулсем, тӗрӗс йышăнусем кӗтеççӗ. Ман сире хăвăра кăмăла каякан, тивӗçтерекен професси суйлама ăнăçу сунас килет. Умăрта хăвăр ӗмӗтленекен алăксем уçăлсах пыччăр. Ырă çул сире!»

9-мӗшсене вӗсен пӗрремӗш вӗрентекенӗпе Елизавета Григорьевнăпа вӗсен хальхи класс ертӳçи Елена Николаевна та саламласа ăнăçу сунчӗç, кашнинех пӗчӗк сувенирсем парнелерӗç.

Ашшӗ-амăшӗсен ятӗнчен Светлана Мискина сăмах каларӗ, вӗрентекенсене тав турӗ.

Юлашки шăнкăрава вара 9-мӗш класра вӗренекен Николай Мискинпа Яна Изендеева шăнкăртаттарчӗç.

Паллах, уяв мероприятийӗ концерт номерӗсемсӗр пулмарӗ. Вӗренсе тухакансем вальс та ташларӗç, тӳпене шарсем те вӗçтерчӗç, асăнмалăх сăн та ӳкерӗнчӗç.

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Йӗлмел.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Последний звонок