Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çурхи уяв

Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ умӗн Çӗнӗ Йӗлмел (Çӗпрел районӗ) Культура çуртӗнче пултарулăх отчечӗн концерчӗ иртрӗ. Харăсах виçӗ ăру, ача садӗнчисенчен пуçласа пенсионерсем таран, юрă-ташăпа савăнтарчӗç.

Уява Саша Ефимовпа Анастасия Макарова ертсе пычӗç. Чи хастаррисем вырăнти шкулăн педагогсен коллективӗ пулчӗ, уйрăмах чăваш юррисене шăрантарнă хӗрарăмсен хорӗ. Ялти «Хӗвел» ача сачӗн шăпăрланӗсем, вăтам классенчи шкул ачисен «Çамрăклăх» ташă ушкăнӗ куракана питӗ савăнтарчӗç.

Николай Мулеев купăсçă тата Çӗнӗ Йӗлмел Культура çурчӗн директорӗ Наталья Макарова ертсе пыракан «Йӗлме», «Калинушка» ансамбльсене зал тăвăллăн алă çупса тав турӗ.

Кӳршӗллӗ Ульяновск облаçӗнчи Вырăс Чăнли поселокӗнче пурăнакан ентешӗмӗр Петр Ильич Афиногентов пуриншӗн те кӗтнӗ хăна пулчӗ. Сцена çинче купăспа чăваш, вырăс, тутар кӗввисене питӗ ăста шăрантарчӗ вăл.
Хаваслăн иртнӗ культура мероприятийӗ залри кашни çыннăн кăмăлне çӗклесе хавхалантарчӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков çав кун ӗçпе кайнипе унăн саламне вырăнти Ветерансен канашӗн ертӳçи Геннадий Карсаков çитерчӗ. Залра ларакансене, уйрăмах хӗрсемпе хӗрарăмсене вăл хăй ятӗнчен те çурхи уявпа саламласа çирӗп сывлăх, телей, вырăнти артистсене пултарулăхра ăнăçу сунчӗç. 

Ялти библиотекăн ертӳçи Светлана Кудрявцева Культура çурчӗн фойинче йӗркеленӗ ял ăстисен ӗçӗсен куравӗпе ял халăхӗпе хăнасем интерсленсе паллашрӗç. 

Пултарулăх отчетне килнӗ районти культура уйрăмӗн специалисчӗсем Çӗнӗ Йӗлмел тăрăхӗнчи артистсен пултарулăх номерӗсене пысăк хак пачӗç. Ялта малашне те наци йăлине чӗртсе аталантарассинче ăнăçусем сунчӗç.
(Геннадий КАРСАКОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана