Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче шашка турнирӗ иртрӗ

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн Культура çуртӗнче шашкăлла выляма юратакансем тӗл пулчӗç. Шашка турнирне Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă.

Нумаях пулмасть ял команди Упи тăрăхне çакăн пек мероприятие кайса килнӗччӗ. Хальхинче вӗсем хăйсем патӗнче Упи ял çыннисене кӗтсе илчӗç.

Маларах хăнасем вырăнти артистсен пултарулăх концертне курчӗç. Каярах хӗрӳ турнир пуçланчӗ. Правилăсем тăрăх, ăмăртăва хутшăннă ултă çын пӗр-пӗринпе выляса икӗ хут çӗнтермелле.  Пӗрремӗш вырăна Геннадий Ярзуткин (Çӗнӗ Упи) тата Наталья Макарова (Çӗнӗ Йӗлмел) тивӗçрӗç, иккӗмӗш вырăн Ирина Ярзуткинăпа Николай Карсаков йышăнчӗç. Виталий Ивановпа Геннадий Карсаков та хастар хутшăнчӗç турнира.

Çӗнтерӳçӗсене тата турнира хутшăнакансене ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков грамотăсемпе асăнмалăх парнесем парса савăнтарчӗ. Жюри председателӗ пулнăран вăл пурне те турнира хастар хутшăннăшăн тав турӗ, сывлăх, ырлăх тата спортра çитӗнӳсем сунчӗ.

Геннадий Карсаков. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дрожжановский район 80-летие Победы досуг 2025 ГодЗащитникаОтечества