Çӗнӗ киносен тематика планне палăртнă
2025 çулта ТР Культура министерстви пӗтӗмӗшле вунă фильм ӳкерме 8 миллион тенкӗ уйăрни çинчен ведомствăн пресс-служби пӗлтерет. Конкурс республикăри коммерциллӗ мар организацисем валли уçăлнă, çӗнтерӳçӗсене кино ӳкерме субсиди параççӗ.
«Тутарстан Республикин экономика аталанăвӗ тата инноваци экономики» патшалăх программин «Тутарстан Республикинче социаллă пӗлтерӗшлӗ коммерциллӗ мар организацисене тӗрев парасси» регионти программа шайӗнчи кинопроизводство:
- Çулсем çинчи хăрушсăрлăх çинчен каласа паракан документлă кӗске фильм – 500 пин тенкӗ;
- «Хади Атласи. Политик, историк, богослов» Хади Атласи çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă документлă кӗске фильм – 500 пин тенкӗ;
- «Манăн пурнăç искусствăра» альманах – Тутарстанри паллă çынсен пурнăçӗ çинчен каласа паракан кӗске фильмсен пуххи – 500 пин тенкӗ. Кăçал Василий Качалов çуралнăранпа 150 çул, Салих Сайдашев – 125 çул, Хасан Туфан – 125 çул, Азад Аббасов – 100 çул, Алмаз Монаспов –100 çул, Суллейман Юсупов – 100 çул, Ильгам Шакиров – 90 çул, Туфан Миннуллин – 90 çул çитет;
- Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем çинчен ӳкернӗ тулли метражлă фильм – 500 пин тенкӗ;
- Габдулла Тукай хайлавӗ тăрăх (2026 çулта поэт çуралнăранпа 140 çул çитет) ӳкернӗ фильм – 2000,0 пин тенкӗ;
- Тутар юрăçи Ильгам Шакиров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă документлă тулли метражлă фильм – 1000,0 пин тенкӗ;
- «Тăван çӗршыв паттăрӗсем» – Аслă вăрçă вăхăтӗнчи паттăрлăхсене асра тытма, хальхи вăхăтăн паттăрӗн сăнарне йӗркелеме, патриотизма тата Тăван çӗршыва юратма вӗрентекен документлă тулли метражлă фильм – 1000,0 пин тенкӗ;
- Муса Джалиль хайлавӗ тăрăх (2026 çулта поэт çуралнăранпа 120 çул çитет) ӳкернӗ анимаци киновӗ – 1000,0 пин тенкӗ тăрать.
«Тутарстан Республикинче патшалăх чӗлхисене тата ытти чӗлхесене сыхласа хăварасси, вӗренесси тата аталантарасси» патшалăх программи шайӗнчи кинопроизводство:
- Тутарстанри социаллă культура еткерӗн объекчӗсем çинчен каласа паракан документлă кӗске фильм – 500,0 пин тенкӗ.
- «Авалхи эпитафисем – Тутарстан Республикинчи халăхсен историйӗпе культури çинчен калакансем» кӗске документлă фильм – 500,0 пин тенкӗ тăрать.
ТР Культура министерстви хайлавсене конкурса тăратма хатӗр коммерциллӗ мар организацисенчен заявка кӗтет. Чи лайăх ӗçсен авторӗсем производствăн пӗтӗм тапхăрне йӗркелесе пыма финанс пулăшăвӗ илӗç. Укçа-тенкӗ вӗсене хăйсен пултарулăх шухăшӗсене пурнăçа кӗртме тата пысăк пахалăхлă кино ӳкерме май туса парать.
ТР Культура министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев