Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ кӗпепе концерт илемлӗрех

Элкел районӗнчи Пурисел ялӗн Культура çурчӗ «Наследие Нарспи» конкурсăн гранчӗпе тахçантанпа ӗмӗтленнӗ оборудовани туяннă. Сцена костюмне халӗ хăйсем çӗлеççӗ.

Пурисел ялӗн Культура çурчӗн директорӗн ӗç пӳлӗмӗн алăкне уçса кӗрсен пысăк мастерскоя лекетӗн: кунтах пусма-тавар хурса касмалли пысăк сӗтел, виçӗ ураллă вешалкăсем, çӗвӗ машинкисем, утюг тата, паллах, çӗленӗ хатӗр тумсем çакăнса тăраççӗ.

– Кăна эпир конкурсра выляса илтӗмӗр, – эп ыйту парасса та кӗтмерӗ тарават хуçа Анастасия Дмитриева.

«Наследие Нарспи» конкурсра çӗнтерсе тивӗçнӗ укçа-тенкӗпе Пурисел ялӗн Культура çурчӗ тахçантанпа ӗмӗтленнӗ оборудовани туяннă-мӗн: çӗвӗ машинкисем, оверлок – вӗсене культура вучахӗн чи çутă пӳлӗмӗнче вырнаçтарнă, кунсăр пуçне çакăнтах пусма тавраш, бисер, хăюсем, шăрçасем... Кӗскен каласан, халăх тумӗ çӗлеме мӗн кирли йăлт пур.

– Ӗмӗт тенин пурнăçланас лайăх енӗ пур. Манăн ӗмӗт те, акă, пурнăçланчӗ. Хитре кӗпесӗр епле концерт лартас-ха? Ялан пӗр костюм тăхăнни те аван мар, куракан хăнăхса çитет, мӗн-тӗр çӗнни тăхăнас килет. Ак, ал ӗç кружокне çӳрекенсемпе пӗрле чăваш халăх тумӗсем çӗлетпӗр халь, – каласа парать Анастасия Николаевна хӗрлӗ тӗрӗллӗ шурă кӗпесене кăтартнă май.

Анастасия Дмитриева малтанхи профессийӗпе çӗвӗçӗ иккен. Тольяттири çӗвӗ училищинче питӗ лайăх вӗреннӗшӗн вăл хăй вăхăтӗнче Германие кайса килме те тивӗçнӗ. Вӗренсе пӗтерсен пӗр вăхăт хулара ӗçлесе пурăннă. Тăван ялне таврăнсан банкра бухгалтер-кассир пулса тăрăшнă. Хастар, пур çӗре те ӗлкӗрекенскерсӗр вырăнти «Мир» хуçалăхра пӗр мероприяти те иртмен.

– 2000 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче мана совхоз директорӗ Авгат Лукманов хăй патне чӗнсе илчӗ те халăха Çӗнӗ çул уявӗсӗр хăварма юраманни пирки каларӗ. Урăхла каласан клуба чăрăш касса килсе лартмалла, ăна илемлетмелле, лотерея билечӗсем хатӗрлесе сутмалла, парнесем туянмалла, Хӗл Мучипе Юрпикене, ытти юмахсенчи сăнарсене «тупмалла»... Кӗскен каласан, ял çыннисем валли бал-маскарад хатӗрлемелле. Директор эп çак ӗçе лайăх тăвасси пирки иккӗленменни пирки пӗлтерчӗ, пур ыйтупа та, парне илме укçапа та пулăшма шантарчӗ, – аса илет Анастасия Николаевна.

Ун чух вырăнти клубра 4 уйăх ертӳçӗ пулман иккен. Ӗç укçи сахалран унчченхи ӗçлеме пăрахнă, çӗннине тупайман. Маларах ача сачӗ пулнă çуртра вырнаçнăскер, клуб культура учрежденине мар, ытларах сарая аса илтернӗ: урайӗсем çӗрнӗ, чӳречисем çӗмӗрӗлнӗ, хутса ăшăтасси пирки сăмах та пыман.

– Çӗнӗ çул çитме пӗр эрне юлнă, ăнланатăр-и? Ял-йыш валли мӗнле пурне те юрăхлă уяв хатӗрлес, хамăн ята ярас мар-ха? Çав 7 талăк эп пач çывăрман тесен те юрать пуль, çав тери пăшăрхантăм. Хуçалăх ертӳçи хăйӗн сăмахне тытрӗ: маччапа урайне юсама бригада уйăрчӗ, 10 рулон чечеклӗ обой туянса пачӗ, призсемпе Хӗл Мучин хутаçне тултарма кучченеçсем илсӗмӗр. Ялти çамрăксем те айккинче юлмарӗç – кăнтăрла юсав ӗçӗсене тума пулăшрӗç, каçпа репетицине килчӗç. Хамăн çемье – атте-анне, мăшăрăм Андрей те пулăшрӗç. Çавăнпа та мероприяти çӳллӗ шайра иртрӗ, – 22 çул каяллахине аса илет А.Дмитриева.

Культура çурчӗн директорӗ пулма Анастасия Николаевнăна сӗннӗ çавăн чух. Акă ӗнтӗ икӗ теçетке çул ытла тăрăшать çакăнта. Кирлӗ пӗлӳ те илнӗ – Елабугăри культура училищине пӗтернӗ. Çак çулсенче мӗн чухлӗ мероприяти йӗркелесе ирттермен-ши вăл – шучӗ те çук.

Клуб ӗçченӗн çичӗ тӗрлӗ ӗç тумалла: вăл режиссер та, аккомпаниатор та, художник та, артист та... Культура çурчӗпе таврашӗнчи тирпейлӗхпе хăтлăхшăн те вăлах тăрăшать. Концерт пуçланиччен пӗрер сехет маларах Культура çуртне килсен клуб ӗçченне халатпа тата урай çумалли тряпкăпа курма пулать, мероприятире вара вăл сцена çинче, илемлӗ вăрăм кӗпе тăхăннăскер, концерт ертсе пырать.

– Клубра ӗçлекенӗн ӗçӗ çав тери хăйне евӗрлӗ. Малтан шухăшлатăн, сценари çыратăн, музыка, костюмсем тупатăн. Пӗр уяв теприн пек ан пултăр тесе тăрăшатăн. Мероприяти пӗр самантра иртсе те каять, мӗнле йăнăшсем тунине куратăн. Анчах ун пирки нумай шутлама вăхăт çук, тепӗр мероприяти пирки шухăшламалла. Кунта çак ӗçе чунтан юратакансем кăна ӗçлееççӗ пек туйăнать мана, – пӗтӗмлетет Анастасия Николаевна.

Пуриселӗнче те, районта та юратаççӗ ăна. Пӗрре мар республика шайӗнчи конкурссенче çӗнтернӗ вăл. Аслă ывăлӗ Константин та амăшӗн çулӗпе кайнă.

– Музыка пӗлӗвӗ илнӗ хыççăн халӗ Костя çар академийӗнче хӗсметре тăрать. Çӗнтерӳ кунӗнче вара Мускаври Хӗрлӗ тӳремре çар оркестрӗпе парада хутшăнчӗ, – ывăлӗпе мăнаçланнине пытармасть амăшӗ.

Июлӗн 10-мӗшӗнче Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче иртекен республика Уявне Анастасия Дмитриева 10 чăваш кӗпи çӗлесе те хунă.

Вăт çапла пултаруллă ертӳçӗ ӗçлет Пурисел клубӗнче – ылтăн алăллă, ырă чӗреллӗ, çынсене юратаканскер. Ывăнмасăр ӗçлеме ăнăçу сунас килет ăна малашне те. (Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана