Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Мертлӗ салтакӗ тăван яла 81 çултан таврăннă

Карелипе Финн ССРӗ (халӗ Карели Республики) Питкяранта районӗнчи Салми ялӗ патӗнче 1941 çулхи июлӗн 21-мӗшӗнче паттăррăн пуç хунă Çӗнӗ Мертлӗ чăвашне Авксентий Стрелкова апрелӗн 25-мӗшӗнче тăван ялне илсе килсе пытарнă.

Авксентий Стрелков çара 1940 çулхи декабрь уйăхӗнче кайнă пулнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин пирвайхи уйăхӗсенчех хӗрӳ çапăçусене кӗнӗ вăл. Тăшман ункине лекнӗ полк боеприпассем пӗтсе çитсен те парăнман, алă вӗççӗн çапăçнă. Шăп çавăн чух Çӗнӗ Мертлӗ чăвашӗ паттăррăн пуç хунă та. Хальччен хыпарсăр çухалнисен йышӗнче пулнă.

2025 çулхи ноябрӗн 11-мӗшӗнче «Родина» шыравçăсен отрядӗнчи Павел Ахметов, Арсений Иванов, Евгений Ивановпа Алексей Никифоров Карели Республикин Салми ялӗ патӗнче пынă шыравсен вăхăтӗнче виçӗ совет салтакӗн виллине (тӗрӗсрех каласан вӗсенчен мӗн юлнине) тупнă. Вӗсене хальччен те пытарман пулнă иккен. Пӗрин çинче салтак медальонне асăрхаса шыравçăсем «Стрелков Авксентий Гаврилович, ТАССР Буденовский РВК, с. Новые Мертли» тесе çырнине вулайнă.Кун хыççăн Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялне килсе салтакăн тăванӗсемпе тӗл пулнине пӗлтерет Пăва район хаçачӗ.

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăр салтакне Авксентий Стрелкова тăван ял масарне чыслăн пытарнă. Çапла 81 çултан тин тăван ял масарӗнче ӗмӗрхи канлӗхе тупнă вăл.

– Пăва районӗ паян хăйӗн тивӗçне пурнăçласа Паттăра киле тавăрать. Авксентий Гавриловичăн ячӗ Пăва районӗн, пӗтӗм çӗршыв историне ылтăн саспаллисемпе çырăннă», – тенӗ Пăва район администраци пуçлăхӗ Ранис Рафисович Камартдинов паттăр салтака юлашки çула ăсатнă май.

Авксентий Стрелкова пӗр минут шăп тăрса асăннă. Митингра çаплах салтакăн пӗртăванӗн ывăлӗ Вячеслав Стрелков та сăмах каланă. Авксентий Стрелков 1941 çулта янă çырăвӗсене çемйи халӗ те типтерлӗн упранине пӗлтернӗ вăл. Çывăх тăванне тупса тăван яла кӳме пулăшнăшăн Павел Эльдарович Ахметов шыравçа тата район администрацине чӗререн тав тунă.

Салтакăн харпăр япалисене – каскипе кӗреçине – тăванӗсене асăнмалăх панă.

Сăнӳкерчӗксем «Ялав» хаçатран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество