Çӗнӗ паспорт? Çук, электронлă паспорт
Раççейре цифрăллă паспорт çӳреме пуçласси пирки калакан указа В.Путин алă пуснă. Документăн «Госуслуги» приложенири электронлă версийӗ хут паспортпа танлашать.
Раççейре цифрăллă паспорт çӳреме пуçласси пирки калакан указа В.Путин алă пуснă. Документăн «Госуслуги» приложенири электронлă версийӗ хут паспортпа танлашать.
Халӗ граждансем паспорт çумра пулмасан кирлӗ информацие «Госуслуги» мобильлӗ приложенирен илме пултараççӗ. Кун пек меслетпе маларах та усă курнă, анчах банксенче те, патшалăх органӗсенче те халиччен хут паспорт кăтартмаллаччӗ.
Кунсăр пуçне патшалăх ертӳçи правительствăна онлайн мелӗпе усă курма май пур документсен списокне хатӗрлеме хушнă.
Çав вăхăтрах РФ Цифра аталанăвӗн, çыхăнăвӗн тата массăлла коммуникацисен министерстви электронлă майпа илнӗ информаципе ӗçлеме пултаракан юридици сăпачӗсен реестрне хатӗрлет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. Авторӗ М.Захаров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев