Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Шупашкарта çӗнӗ завод уçăлать

Чăваш Енӗн ял хуçалăх министрӗ Сергей Артамонов ял хуçалăх производствин «Звениговский» кооператив ертӳçипе Иван Казанковпа тӗл пулнă

Енсем Çӗнӗ Шупашкарти промпаркра инвестици проектне пурнăçа кӗртессине тат Чăваш Республикин производство хăвачӗсене ӳстерессине сӳтсе явнă.
«Звениговскин» ку енӗпе опычӗ çителӗклӗ. Çулталăкне 59 пин тонна аш-какай тирпейлеççӗ унта, Паха кăлпасси продукцине туса сутнисӗр пуçне предприяти 14 тӗрлӗ консервă, 6 тӗрлӗ пылак шыв, сӗт-çу продукцине, çав шутра 12 тӗрлӗ мороженăй кăларать.  
«Туса кăларнă продукцин 20% яхăн «Звениговский» пирӗн республикăра сутать. Кăçал организаци ертӳçисем Çӗнӗ Шупашкарти промышленностьпа производство типӗллӗ уйрăм экономика зонинче завод уçма йышăну тунă. Кунта чӑн малтан какая шӑмӑсенчен уйӑракан цех хута кайĕ. Унтан печени-пӗремӗк евӗр пылак апат-çимĕҫ туса кӑларма пуҫлӗҫ», – тесе пӗлтернӗ Сергей Артамонов. 
Иван Казанков палăртнă тăрăх, «Звениговский» лайăх результатсем патне çитме кăна тӗллев лартать. «Чи кирли – хăвăн коллективна тӗрӗс тӗллев лартмалла, ун чухне кăна нумай çитӗнӳ тума пулать», – тенӗ Иван Иванович.
ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев