Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ыратсан – сипленмелле, юратнă хаçата вуламалла

Упи ялӗнчи аптекăра 35 çул тăрăшакан Марина Егорова «Сувара» ялан çырăнса илет

 

Марина Агафоновна Егорова Çӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче 1969 çулта çуралнӑ. Медицинăна ачаранах кăмăлланăран Çӗнӗ Упири тӗп шкула вӗçлесен 1986 çулта Ульяновскри фармацевтика училищинче вӗреннӗ.  

 

Ӗç çулне Ульяновск хулинчи 5 № аптекăра пуçланă. Çуралнă тăрăх чуна çывăхрах пулнăран пуль, 1990 çултанпа Çӗнӗ Упи ялӗнчи 101 № аптека пункчӗн заведующийӗнче акă ӗнтӗ 35 çул тăрăшать. Юн пусăмӗ хăпарнипе, ал-ура сурнипе килекен чирлекенсене кирлӗ эмел, маçсем сӗнет. Кӳршӗри Кӗçӗн Чăнлăран та килсе çӳреççӗ. 

– Ыратсан – сипленмелле. Вă­хăтра тухтăрсем патне каймалла. Иртсе каять-ха тесе вăйсăрланиччен хамăра тытмалла мар. Темӗн тӗрлӗ эмел  те пур аптекăра, çуккисене заказ парса кӳртеретпӗр. Аякка кайса çӳресе тăкакланмалла та мар, ялта аптека пурри питӗ меллӗ, – терӗ Марина Агафоновна хăйӗн ӗçӗпе паллаштарнă май.

«Ӗçне кура – хисепӗ», – тенӗ ваттисем. Марина Егоровăна ла­йăх ӗçленӗшӗн пӗрре мар Хисеп хучӗсемпе наградăланă. 

 Мăшăрӗпе Николай Васильевичпа виçӗ ача çуратса ӳстернӗ вӗсем: икӗ ывӑл та пӗр хӗр. Картиш тулли выльăх-чӗрлӗх усраççӗ. Ӗçрен пушансанах алла «Сувар» хаçата тытса вулаççӗ.

– «Сувар» – питӗ кирлӗ хаçат. Ăна эпир çитес 2026 çул валли çырăнтăмăр ӗнтӗ. Уйрăмах калав­сем вулама юрататпăр. Хамăр ялти пулăмсем пирки те вуласа киленетпӗр. Сывлăх сыхлавӗнчи çӗнӗлӗхсемпе те паллашатпăр, – терӗ Марина Агафоновна хаçатăн çӗнӗ номерне аллине илнӗ май.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство