Çӗнӗ Упи волонтерӗсем пур енчен те пултараççӗ
Çӗнӗ Упи ялӗнчи ырă кăмăллă волонтерсем салтаксем валли маскировка сетки те çыхса ӗлкӗреççӗ, ялти Культура çуртӗнче иртекен концертсене те хутшăнаççӗ. Нумаях пулмасть вӗсене сцена çинче курса савăнтăмăр. Кам-тăр юрлас-ташлас енӗпе маттур, теприсем хăйсен аллипе илемлӗ япаласем ăсталаса тӗлӗнтереççӗ. Тивӗçлӗ канура та чун киленӗçӗ тупаççӗ.
Чи хастаррисем – Люся Адъютантова, Ольга Сердцева, Валентина Савина, Зинаида Саймуллова – «Илем» фольклор ушкăнне кăмăлласа çӳреççӗ. Çăмрăксемпе пӗрле янравлă сассисемпе юрăсем шăрантараççӗ, ташлаççӗ те.

– Юрлас килнӗ чухне çӳрес-ха, çитӗнекен ăрăва авалхи, йăлари юрăсемпе паллаштарасчӗ, – терӗç пӗр харăссăн. – Кичемленсе ларас килмест килте.
Ирина Ярзуткинан атлас хăюран хатӗрленӗ тӗрлӗ картинисем, çекӗлпе çыхнӑ теттисем, юмахри сăнарӗсем куçа илӗртеççӗ. Кашниех хăйне евӗрлӗ пулса тухнă. Мăнукӗсем хаваспах выляççӗ.

– Ытларах хӗллехи каçсенче çыхатăп, хама та питӗ килӗшет, – терӗ Ирина Ярзуткина ӗçӗсемпе паллаштараса. – Чуна парса хăвăн аллупа ăсталани яланах çывăх.
Галина Ильина хутран пӗтӗрсе карçинккасем, тӗрлӗ калăпăшлă савăтсем, арча ăсталать.

– Килте пӗртте ахаль ларас килмест. Пушă вăхăт тупăнсанах хитре хуплашкаллă журналсенче, хаçатсенче тӗрлӗ япаласем тупса усă курма тăрăшатăп, – тет Галина Спиридоновна. – Вăхăт иртни те сисӗнмест. Алăсем те яланах хускалаççӗ. Тимлӗх те ӳсет. Хамăн ӗçсем çине пăхса чун савăнать. Ачасене, мăнуксене яла килсен кăтартатăп.
Концерта килнисем ялти ăстасен ӗçӗсем çине пăхса чылайччен киленчӗç.
(Юрий АДЪЮТАНТОВ. Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи. Автор сӑнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев