Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Кайӑксем – пирӗн туссем» экологи сехечӗ иртрӗ

Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунне халалласа П.В.Дементьев музейӗнче Çӗнӗ Упири тӗп шкулта вӗренекенсем валли «Кайӑксем – пирӗн туссем» экологи сехечӗ ирттертӗмӗр.

Ачасем тӗклӗ тусăмăрсен тӗнчипе, кайӑксене упрас вăрттăнлăхсемпе паллашрӗç. «Пирӗн тӑрӑхри кайӑксем» видеоролика хаваспах пӑхрӗç, вӗсен илемлӗ сассисенчен мӗнле вӗçен ка­йăк пулнине уйăрса илчӗç. Кайӑксем çинчен каланӑ ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене аса илтӗмӗр. Экологи викторинин ыйтӑвӗсене те ӑнӑçлӑ хуравларӗç.

Ачасем кайӑксене мӗншӗн упрамалли, вӗсене мӗнле пулӑшма пулни пирки каласа пачӗç. Тӗслӗхрен, хӗлле пахчара йывăçсем çине сырăшсем çакса апат хумалла, çуркунне шăнкăрчсем валли вӗллесем ăсталамалла.

Вӗçен кайăксем пире мӗнле усă кӳни çинчен те калаçрăмăр: вӗсем вӑрмансемпе садсене сӑтӑрçӑсенчен хӳтӗлеççӗ, ӳсен-тӑран вӑрлӑхне сараççӗ.

Урок «Турат çинчи кайӑк» пултарулӑх конкурсӗпе вӗçленчӗ. Ачасем хӑйсене килӗшекен кайӑксене хавхаланса ӳкерчӗç, сăрласа илемлетрӗç.

 

 Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование Дрожжановский район