Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче Хусанти шкулсенче ИИ кружокӗсем уçăлаççӗ

Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, грантшăн пурӗ 117 вӗрентекен тупăшнă. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе 59 вӗрентекене 2026-2027 вӗренӳ çулӗнче ИИ енӗпе кружок йӗркелеме 258-шар пин тенкӗ пама йышăннă.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче Хусанти 44 шкулта 5 – 8-мӗш классенче вӗренекенсем валли искусствăлла интеллект кружокӗсем уçăлаççӗ. Вӗсене «Педагог – руководитель кружка по искусственному интеллекту» республика конкурсӗнче çӗнтернӗ 59 педагог ертсе пырӗ.

Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, грантшăн пурӗ 117 вӗрентекен тупăшнă. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе 59 вӗрентекене 2026-2027 вӗренӳ çулӗнче ИИ енӗпе кружок йӗркелеме 258-шар пин тенкӗ пама йышăннă.

Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче информатика, математика, физика, биологи, истори, обществознани, вырăс чӗлхипе литератури, ют чӗлхе вӗрентекенӗсем тата хушма вӗрентӳ педагогӗсем. Конкурс  условийӗсемпе килӗшӳллӗн, грант илнӗ педагогсен çулталăкран кая мар ИИпе кружок ертсе пымалла.

Ку программа 2026 – 2030 çулсенче искусствăлла интеллекта аталантарас республика стратегийӗн пайӗ пулса тăрӗ. Вăл специалистсене шкултанах хатӗрлеме май парать. Кружока çӳрекен ачасем малтан нейросетьсемпе ӗçлеме, запроссене кирлӗ пек йӗркелеме вӗренӗç, унтан хăйсен ИИ-агенчӗсене те хатӗрлеме пуçлӗç.

Ку программа «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе тата задачисемпе пӗр килет.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование