Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче асăну хăмине уçрӗç

Ăна Николай Пришельцев çуралса ӳснӗ  çурт çине вырнаçтарчӗç Июлӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çак ялта çуралса ӳснӗ, Афганистанра пуç хунă Николай Пришельцевăн асăну хăмине уçрӗç. Мероприятие районти Ветерансен канашӗн представителӗсем, çапăçусене хутшăннă ентешсем, Н.Пришельцевăн тăванӗсемпе ял-йыш хутшăнчӗ. 

Митингра ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, «Щит Отечества» обществăлла организацин вырăнти уйрăмӗн ертӳçи, Чечня вăрçин ветеранӗ Данил Ефимов, Афган вăрçин ветеранӗ Петр Мулеев, Пограничниксен канашӗн лидерӗ Альберт Сулейманов, Афган вăрçин ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Петр Петухов сăмах каларӗç. Асăну хăмине Николай Пришельцев çуралса ӳснӗ çурт çине вырнаçтарчӗç.

Афганистанра пуç хунă салтакăн тăванӗсем çак акцие йӗркелесе ирттерекенсене тав турӗç. 

 

Геннадий КАРСАКОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев