Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче десантник нумай

Ялти Сывлăш-десант çарӗсен Кунӗ Украинăри ятарлă çар операцийӗнче вилнисене асăнса ирттернӗ авточупуран пуçланчӗ. Запасри десантниксем Кивӗ Çӗпрелӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ паркра пулса курчӗç, унтан нумай пулмасть Украинăра çапăçса паттăрăн пуçне хунă десантника Андрей Годунова асăнчӗç.

Уява Çӗнӗ Йӗлмелсем тӗплӗн хатӗрленсе ирттереççӗ. Чăваш эстрада артисчӗсене юрласа ташлама чӗнесси те ялта йăлана çаврăна пуçларӗ.  Хальхинче вара йӗлмелсене Шупашкарти десантниксен «Служу Отечеству» юрă ушкăнӗ савăнтарчӗ.

Чечняри çар операцийӗсене хутшăннă салтак-ветерансене Данил Ефимов çамрăксем хушшинче патриотла ӗç илсе пынăшăн парнесем пачӗ. Çак мероприятине хатӗрлекенсенчен пӗри запасри офицер Петр Рафиков мӗн пур десантника ВДВ Кунӗпе саламларӗ. Ялти пенсионерсен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков та запасри офицер. Вăл чаплă концерт кăтартнăшăн унта хутшăнакансене тав турӗ, хăнасене Çӗнӗ Йӗлмел ял пуçлăхӗн ятӗнчен Хисеп хучӗ парса чысларӗ.

Хамăр корр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев