Çӗнелнӗ çуртсем çынсене савăнăç, усă кӳччӗр
ТР Инвестици порталӗнче культура объекчӗсене 1 тенкӗпех туянма пулать
Хусана кашни уяврах – хӗлле-и, çулла-и – туристсем йышлăн килни паллă статистикăран. Паллах, кунта хăнасене кӗтсе илекенсен вашаватлăхне, наци кухнине асăнмалла. Апла пулин те, чылайăшӗ çӗнӗ вырăнсемпе паллашнă чух медиаплатформăсенче çырса кăтртнă историпе культура палăкӗсене курасшăн чи малтанах. Тутарстанăн килнӗ çынна кăтартмалăх ЮНЕСКОн культура еткерӗ Хусан Кремлӗнчи Благовещани соборӗ, Сююмбике башни, Кул Шариф мечӗчӗ тата ытти архитектура палăкӗсем çеç мар, нумай интереслӗ, пуян историллӗ илемлӗ вырăнсем пур.
Шел те, туристсем кăмăл тунă кашни çурта, храма, усдьбăна кăтартма май çук паян. Сăлтавӗ? Вӗсене юсамалла, çӗнетмелле, «пурнăç вӗрсе кӗртмелле». Апрелӗн 27-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР Инвестицисен аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина тата ТР Культура еткерлӗхӗсен объекчӗсене сыхлакан комитетăн председателӗ Иван Гущин ватăлнă культура, истори палăкӗсене мӗнле майпа çӗнетесси çинчен каласа пачӗç. Ку енӗпе мӗнле ӗçсем туса ирттернине пӗлтерчӗç, паянхи лару-тăрупа паллаштарчӗç.
Спикерсен шучӗпе, ку тӗллевсене инвесторсем пулăшнипе пурнăçлама пулать. Çак идея пуриншӗн те усăллă, ăнăçлă. Тӗслӗхе Талия Ильгизовна Шамский больници пулнă çурта илсе кăтартрӗ. Ăна юсаса çӗнетессипе ӗçе кӗртессине Турци бизнесменӗ хăй çине илнӗ. Проект питӗ ăнăçлă пулса тухнă. Халӗ ку çуртра чаплă хăна çурчӗ. «Кун пек тӗслӗхсем халиччен Раççейре пулман, Петербургри экономика форумӗнче те пирӗн çинчен, çак проект çинчен каласа пачӗç», – хавхаланса каласа парать вăл.
Инвесторсем валли invest.tatarstan.ru ятарлă портал, investmap.tatarstan.ru инвестици карттине йӗркелесе хатӗрленӗ. Кашни культура объекчӗпе тӗплӗн паллашма пулать порталта: статусӗ, хăçан туса лартнă ăна, аторӗсем, хуçисем камсем, мӗнле ӗçсем пулса иртнӗ унта. Инвестици агентствин специалисчӗсем вăл е ку обьекта хута яни инвестора мӗнле усă кӳме пултарни таранх шутласа параççӗ. Иван Гущин Хусанти, Елабугăри, Чистайри культура еткерӗсем инвесторсене интереслӗрех пулнине палăртать. Питӗ юхăннă çуртсене республика 1 тенкӗпе сутса яма хатӗррине те асăнчӗ Иван Николаевич. Апла пулин те, пур-пӗрех суту-илӳпе (торги) инвестор аллине куçать обьект. Ăна туянасшăннисем темиçе çын пулсан, хакӗ те 1 тенкӗрен самай çӗкленет. Çапла, Хусанти Киров районӗнчи пӗр çурт 1 тенкӗрен 40 миллиона çитнине аса илчӗ вăл.
Çурта 1 тенкӗпе туянсан та сутуçă лартнă условисене пурнăçлама килӗшмелле инвесторăн – икӗ çулта проектăн документацине хатӗрлесе çитермелле, юсаса хута яма тата виçӗ çул срок параççӗ ăна. Инвесторсен пӗчӗкрех кредисем илме (9 процент, отельсем тăвакансене 6 процент) тӗрев параççӗ. Раççейри ултă пысăк банкран илме май пур. Паллах, питӗ юхăннă çуртсене ӗçе кӗртме питӗ нумай укçа хывма тивет. Ăна хута ярсан та 6 – 8 çултан çеç укçа-тенке тавăрас шанăç пур. Тен, ытларах та вăхăт иртӗ.
Инвестици агентствин, Культура палăкӗсемпе ӗçлекн комитетăн ӗмӗчӗсем çутă – культура обьекчӗсене сыхласа хăварасси, ӗçе кӗртесси.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев