ÇӖНЕТЕССИ – ПРИОРИТЕТЛĂ ЗАДАЧĂСЕНЧЕН ПӖРИ
«Культура» нацпроекта пурнăçласси 1 миллиард ытла тенкӗпе танлашнă
«Культура аталанăвӗнчен паянхи кун питӗ нумай килет. Яллă районсенче уйрăмах. Интернет, социаллă сетьсем анлă аталанса пынă май çынсен танлаштарма тӗрлӗ майсем пур. Çавăнпа культура уçлăхӗн, ун инфраструктурин аталанăвӗ пӗрремӗш вырăнта тăраççӗ. Хальхи суту-илӳпе кану центрӗсенче пулнă хыççăн çынсене кивелнӗ клубсем илӗртмеççӗ. Çамрăксем хуланалла туртăнаççӗ. Çавăнпа республикăра уйрăмах ялпа пӗчӗк хуласенчи культура объекчӗсене çӗнетесси – приоритетлă задачăсенчен пӗри, – терӗ ТР культура министрӗ Ирада Аюпова Правительтсво Çуртӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра. – Чи кирли республика ертӳçисем çакна ăнланни пӗлтерӗшлӗ».
«Культура» нацпроекта пурнăçлассипе çыхăннă пресс-конференци спикерсен енчен пуян пулчӗ. Видеоçыхăну майӗпе унта РФ Патшалăх Думин Культура енӗпе комитечӗн председателӗ Елена Ямпольская, Арск район пуçлăхӗ Ильшат Нуриев, Павлă район пуçлăхӗ Ильяс Гузаиров, Пăва район пуçлăхӗ Ранис Камартдинов хутшăнчӗç. Лайăшри Г.Р.Державин ячӗллӗ музей директорӗ Фарида Муртазина тата Кукмор районӗнчи Байлянгарти Культура çурчӗн директорӗ Минзалия Аглиуллина ятарласа Хусана килнӗ.
«Культура» нацпроекта пурнăçласси виçӗ тӗп блокран тăрать: культура тавралăхӗ, творчество çыннисем, цифрăллă культура. Кашни блок хăйне темиçе енпе пурнăçланса пырать. Министр пӗлтернӗ тăрăх, пӗлтӗр 19 ял хутлăхӗнчи Культура çуртне, тăватă театра, 13 ача-пăча искусство шкулне, 11 модельлӗ предприятие тӗпрен юсанă, культура аталанăвӗн 2 центрне, 10 виртуаллă концерт залне туса пӗтерсе хута янă. Творчествăпа искусство ӗçне аталантарас тӗллевпе искусство шкулӗсем валли пурӗ 28 комплект тӗрлӗ оборудовани туянса панă.
2023 çула «Культура» нацпроекта пурнăçлама 1 миллиард та 103 миллион тенкӗ ытла уйăрнă. Çак укçа-тенкӗрен ытларах пайӗ – 63 процент Раççей бюджетӗнчен, ытти 37 проценчӗ республика шутӗнчен.
Ирада Аюпова пӗлтернӗ тăрăх, 2023 çула палăртнă планпа республикăри 4 районти музее (Çӳлтури, Çырчаллинчи, Сарман тата Çарăмсан районӗнчи таврапӗлӳ музейӗсем) техника хатӗрӗсемпе тивӗçтерме пӗтӗмпе 47,6 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. К.Тинчурин театрне те çӗнетӳ кӗтет, юсав ӗçӗсем тата техника хатӗрӗсем туянасси 43 миллион тенке ларӗ. Апас, Арск, Кайпăç, Пăва, Кукмор районӗсенче пурӗ 5 культура объектне тӗпрен юсасси 81 миллион тенкӗпе танлашӗ. Çӳлту, Ешӗлвар, Рыбно-Слободски районӗсенче 1-ер, Кукморта 3 Культура çуртне тӗпрен юсама пурӗ 58 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă.
Чи нумай укçа-тенкӗ Пăвари патшалăх драма театрне пама йышăннă, ăна тӗпрен юсассине 880 миллион тенкӗ ытлана хакланă.
Хитре стена мар – çын кирлӗрех
«Çапах та культура аталанăвӗнче чи кирли хитре стенасем мар – кадрсем, специалистсем. 2023 çулта «Творчество çыннисем» регион проектне пурнăçлама 23 миллион та 550 пин тенкӗ уйăрнă. Татăлман пӗлӳ центрӗсенчен (Центры непрерывного образования) 3394 çын вӗренсе тухнă. 181 творчествăлла пуçарусемпе проектсене тӗрев панă. Культура енӗпе хăйсен ирӗкӗпе ӗçлекен 1091 çынна субсиди парса пулăшнă», – терӗ Ирада Аюпова. Ун сăмахӗпе, кашни пиллӗкмӗш специалист «Творчество çыннисем» проект хӳттинче хăйсен квалификацине ӳстернӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, Раççейӗн 13 аслă шкулӗнче квалификацие ӳстермелли курссем йӗркеленнӗ. Хусанти, Мускаври, Санкт-Петербургри культура институчӗсемсӗр пуçне асăннă хуласенчи кинопа телевидени институчӗсем, Çӗпӗрти Д.Хворостовский ячӗллӗ искусствăсен институчӗ, ГИТИС пек паллă аслă шкулсенче те вӗренме май пур.
Культура сферине аталантарас тӗллевпе тӗрлӗ фестивальсемпе пысăк проектсемсӗр пуçне хавхалантару мероприятийӗсем те йӗркелеççӗ республикăра. Сăмахран, ял хутлăхӗсен хушшинче чи лайăх культура учрежденийӗсене тата унта ӗçлекенсене палăртса укçан преми параççӗ. Çапла ял библиотекисемпе Культура çурчӗсенчен тата музейсенчен пурӗ 144 заявка килнӗ, культура ӗçченӗсенчен – 127. Çак шутран 100-шер пин тенкӗ 55 Культура çурчӗ, культура ӗçченӗсенчен вара 40-шӗ 50-шар пин тенкӗ илнӗ.
Культура министрӗ палăртнă тăрăх, обществăри культура шайне ӳстерес тӗллевпе культура еткерне, йăла-йӗркесене упраса хăварасси, искусствăпа творчество пултарулăхне, инновацилле проектсене тӗрев парасси чи кирли шутланаççӗ. Культура отраслӗн тӗп проблемисен шутне вара министр кадрсен ыйтăвне, культура учрежденийӗсен ӗç пӗлтерӗшне çӗнӗлле пăхса тухассине, çӗнӗ идейăллă мультикультура центрӗсене йӗркелессине, виççӗмӗшӗ – тӗрлӗ çулти çынсене культура ырлăхӗсемпе пӗр тан тивӗçтерессине кӗртрӗ. Ăна татса пама пурлăхпа техника тивӗçтерӗвӗ пысăк пулмалла.
Ямпольская шучӗпе, земство культура ӗçченӗ кирлӗ
Елена Ямпольская РФ Патшалăх Думине Тутарстанран суйланнă депутат пулнăран, хăй тивӗçӗ шутне республикăри кашни ял клубӗшӗн, библиотекишӗн, музейӗшӗн тăрассине кӗртрӗ. «Культура» нацпроект кирлӗ шайра аталанса пытăр тесен, ман шутпа, «Земствăри культура ӗçченӗ» программăна хута ямалла, сывлăх сыхлавӗнчи, вӗрентӳри тӗслӗхпе. Паллах, ăна пурнăçлама бюджетран тӗллевлӗ укçа-тенкӗ палăртмалла. Ку культура учрежденийӗсене пысăк пӗлӳллӗ, профильлӗ кадрсемпе тивӗçтерме май парать», – палăртрӗ Елена Ямпольская. Унсăр пуçне, ун шучӗпе, культура сферине кирлӗ шайра аталантарма ведомствăсен хушшинчи ӗçе вăйлатмалла. Пур енлӗ аталаннă граждана паха литературăсăр та çитӗнтерме çук. Депутат шучӗпе наци, ача-пăча литературине, классика хайлавӗсене çӗнӗрен кăларассине тӗрев памалла. Шкулсенче Раççейӗн, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин историйӗпе çыхăннă кинофакультативсем хута ярсан аван пулмаллине каларӗ Ямпольская. Çак ыйтупа РФ Правительствине çырупа тухассине пӗлтерчӗ. «Культура» нацпроектăн тӗп тӗллевӗсен шутне вара депутат çыннăн кăмăл-сипечӗн, ăс-хакăлӗн аталанăвне кӗртрӗ. Енчен те культура мероприятийӗ çак тӗллеве пурнăçлаймасан унран усси сахал. Ку енӗпе ăнăçлă программăсен шутне депутат Пушкин карттине кӗртрӗ. Çынсенчен ун программине анлăлатма нумай ыйту килнине кура депутат Пушкин карттипе усă курассине çул ӳсӗмӗ енчен пăхса тухмаллине каларӗ.
Малалла вырăнти культура ӗçӗ-хӗлӗпе район пуçлăхӗсем сăмах илчӗç. Кашни 2023 çула палăртнă ӗçсем мӗнле шайра пурнăçланни çинчен тӗплӗн каласа пӗлтерчӗ.
Майпа усă курса министртан çуллахи вăхăтра ялсенчи Культура çурчӗсен ӗçне тăсасси пирки те ыйтса пӗлтӗмӗр. Клубсем ялсенче пӗртен-пӗр культура центрӗ пулса тăраççӗ. Анчах вӗсене ир хупнипе çамрăксен ниçта пуçтарăнма вырăн çук, паллах, клуб хупăнсан вӗсем урăх çӗрте пуçтарăнаççӗ. Воспитани, кану хăрушсăрлăхӗ енчен пăхсан çамрăксене клубрах канма май туса парсан аванрах пулать-çке? Министр шучӗпе, ку ыйту тӳреммӗнех ӗç вăхăчӗпе, тӳлевпе çыхăннипе тӳрех татса пама çук. Çуллахи сехете ӳстерсен шалу калăпăшне те ӳстермелле, унпа çыхăннă ытти ыйтусене татса памалла. Хальлӗхе ку ыйту уçă-ха, хăçан татса парасси паллă мар.
Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев