Çӗнтерӳ кунӗ умӗн Хусанта çӗнӗ стела уçăлчӗ
Тутарстан тӗп хулинче майăн 7-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин Геройӗсемпе предприятийӗсене халалланӑ мемориала уçрӗç. Ăна Аслă Çӗнтерӗвен 80 çуллăхне халалланӑ.
Стелăна уçнӑ çӗре ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ирек Богуславский, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин тата ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин хутшӑннӑ. Мемориал тӑвас проекта «Нэфис косметикс» тата «Казанский жировой комбинат» акционерлă обществăсем пулăшнипе «Нэфис» ырӑкăмăллӑх фончӗ пурнӑçланӑ.
Çӗнӗ мемориал Ипподром урамӗнче 18№ çуртпа юнашар вырнаçнӑ. Маларах çак вырӑнта 65 çул каялла туса лартнӑ стела пулнӑ. Вăл юрӑхсӑра тухнипе ун вырăнне çӗннине туса лартма палăртнӑ. Мемориал çинче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçине хутшӑннă 45 паттăрăн ячӗсене çырса хăварнӑ. Вӗсем хушшинче – Михаил Девятаев, Муса Джалиль, Магуба Сыртланова, Зоя Космодемьянская, Дмитрий Карбышев, Константин Заслонов тата ыттисем те. Кивӗ стелӑпа танлаштарсан, çӗнӗ палӑк çинче вӑрçӑ çулӗсен вăхăтӗнче ӗçленӗ тата Аслӑ Çӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнӑ предприятисене халалланӑ пай пур.
Стенда пысӑк ылтӑн çӑлтӑрпа илемлетнӗ. Палăк умӗнче чӗрӗ чечеклӗ клумба ешӗрет.
Сăнӳкерчӗксем kzn.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев