«Çӗнтерӳ кунӗччен 80 кун» акци пуçланать
Республикăра çамрăксен хушшинче Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă тӗрлӗ мероприяти ирттерме палăртнă. Вӗсенчен пӗри – февралӗн 19-мӗшӗнче пуçланакан «Çӗнтерӳ куннӗччен 80 кун» акци. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ.
«Акци шайӗнче кулленхи форматпа çамрăксем хушшинче историллӗ асаилӗве упраса хăварас тӗллевпе Хӗрлӗ çарăн салтакӗсен тата совет халăхӗн ӗçри паттăрлăхӗсем тата ăрусен çыхăнăвӗ çинчен каласа паракан тӗрлӗ мероприяти пулать», – каланă министр.
«Çӗнтерӳччен 80 кун» акци Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче çарпа патриотла воспитани учрежденийӗсен, çар техникин тата оборона сферин предприятийӗсен куравӗпе вӗçленет.
Тутарстан çамрăкӗсем Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă мероприятисене хутшăнма пуçланă та. Сăмахран, ведомствăн телеграмм-каналӗнче кашни кунах Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи паттăрӗсем çинчен, ветерансен тата тыл ӗçченӗсен асаилӗвӗсене, республикăра тата çӗршывра иртекен мероприятисем çинчен информаци вырнаçтараççӗ.
«Асаилӳ вахти» акци те пулать. Ун шайӗнче шырав отрячӗсем хӗрлӗ çар салтакӗсен вилнӗ тата вӗсене пытарнă вырăнсене палăртма экспедицие каяççӗ. Шыравçăсем тупнă совет салтакӗсен медальонӗсен тăванӗсене параççӗ.
Çулсерен иртекен «Георги хăйӗвӗ», «Хӗрлӗ гвоздика», «Çӗнтерӳ Диктанчӗ» тата ытти мероприяти те пулать республикăра.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев