ÇӖНТЕРӲПЕ ТАВРĂНАССА КӖТЕТПӖР
Пирӗн ӗçтешӗн Лилия Исаенкован тăванӗн ывăлӗ Аркадий те иртнӗ çул октябрьте ятарлă çар операцине кайнă.
Пӗрле служба иртекенсемпе туслашрăмăр, пӗр-пӗрне яланах пулăшатпăр, йывăрлăхсене пӗрле çӗнтеретпӗр
Пирӗн ӗçтешӗн Лилия Исаенкован тăванӗн ывăлӗ Аркадий те иртнӗ çул октябрьте ятарлă çар операцине кайнă. Казначей хушма ятлă ентешӗмӗр пирки ӗçтешӗмӗртен ыйтса пӗлсех тăратпăр. Нумай пулмасть отпуска таврăнсан эпир ăна хăнана чӗнмесӗр пултараймарăмăр, паллах. Казначей пирӗн пата амăшӗпе, хӗр-тусӗпе тата иккӗмӗш сыпăкри йăмăкӗпе пӗрле килчӗ. Халь çемье Хусанта пурăнать пулин те, Нурлатра та вӗсене пӗлекенсем нумай: кам-тăр Аркадие пӗчӗккӗ чухнехине астăвать, мӗншӗн тесен кӳршӗлле пурăннă, тепри унăн амăшӗпе Ольгăпа пӗр класра вӗреннӗ. Тен, çавăнпа та пулӗ тӗлпулу питӗ кăмăллă иртрӗ. Салтак ырă кăмăллă, йăл кулать, служба иртни çинчен каласа пачӗ.
– Ман пата çар комиссариатӗнчен шăнкăравларӗç те даннăйсене тӗрӗслемелле терӗç, эпӗ мӗншӗн иккенне тӳрех ăнланса илтӗм. Алăра повестка пулмасан та эпӗ кайрăм, унта мана мобилизаци çинчен предписани пачӗç, – каласа парать Казначей. – Пӗрле служба иртекенсемпе туслашрăмăр, пӗр-пӗрне яланах пулăшатпăр, йывăрлăхсене пӗрле çӗнтеретпӗр.
Халь боецсем Угледар енче ятарлă çар операцине хутшăнаççӗ. Рота патне çитме çăмăл мар пулнипе вӗсем патне посылкăсене те час-час леçеймеççӗ. Анчах боецăн амăшӗ тăрăшнипе посылкăсене çитерессине йӗркелесе яма пултарнă. Сăмах май, Нурлатри волонтерсем те – «Çӗнтерӳ валли тутлисем» пӗрлешӗве хутшăнакансем – вӗсен роти валли апат-çимӗç хатӗрлесе парса янă. Тахçантанпа кӗтнӗ отпуска вара Казначей хăйӗн машинипе килнӗ, ăна ун патне амăшӗ Хусантан ăсатнă пулнă. Хӗр-тусӗ Виктория та ăна килӗнче лăпкăн кӗтсе ларайман, Аркадие кӗтсе илме Волгограда кайнă. Унтан вара вӗсем пӗрле Хусана çитнӗ, тӗп хулара тăванӗсемпе çывăх çыннисем кӗтсе илнӗ.
Паллах, салтакăн амăшӗ еплерех пăшăрханнине нимӗнле сăмахпа та çырса кăтартма çук.
– Аркадий пӗчӗкренех патриот, яваплă тата хăюллă. Повестка илсен каймастăп тесе сăмах та пулмарӗ. Паллах, пăшăрханатпăр, çӗнтерӳпе таврăнасса чăтăмсăррăн кӗтетпӗр, – пӗлтерчӗ амăшӗ Ольга. – Виктория мана яланах хавхалантарать, ăна çакăншăн тавах.
Тӗлпулу вӗçӗнче эпир хăнапа пӗрле сăн ӳкерӗнтӗмӗр, çӗнтерӳпе таврăнма сунтăмăр.
Лейсан ГАЛИЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев