Covid-19-па чирлесе ирттернӗ тутарстансем 2022 ҫулта поликлиникӑсенче реабилитаци иртме пултараҫҫӗ
Хальхи вӑхӑтра хӑш медицина пулӑшӑвне ҫакнашкал реабилитацине кӗртессине палӑртаҫҫӗ
"Пӗрлехи медицина страхлавӗн фончӗн бюджетӗнче 2022 ҫултан пуҫласа амбулатори условийӗсенче медицина пулӑшӑвӗ кӳрессин нормативӗсене уйӑраҫҫӗ. Реабилитацин калӑпӑшне пӗтӗмӗшле илсен ӳстереҫҫӗ. Унта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе чирлесе ирттернисен реабилитацине кӗртеҫҫӗ. Реабилитацине чи сахалли 7 хут килмелле. Ҫак комплекс 18,4 пин тенке хакланать. Федераллӑ шайра унта мӗн кӗрессине палӑртаҫҫӗ", – тесе пӗлтернӗ Тутарстанри ОМС фончӗн директорӗн ҫумӗ Гузалия Закариева.
Унсӑр пуҫне ОМС фончӗн бюджетӗнче ҫитес ҫул коронавирус инфекцийӗпе чирлесе ирттернӗ ҫынсен диспансеризацине тарӑнрах ирттерме уйрӑм укҫа планласа хунӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев