Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пластик çӳп-çап утравӗнчен хăтăлма пулӗ-и?

Ӗнер ТР Наукăсен академийӗнче чаплă лару-тăрура хакатон уçăлчӗ. Мероприятие академи президенчӗ Рифкат Минниханов йӗркелесе ертсе пычӗ.

Мартăн 12-13-мӗшӗсенче «ЭкоХак: Чистый океан» I Пӗтӗм Раççейри хакатонăн финалӗ иртет. Ăна йӗркелекенӗ – ТР Наукăсен академийӗ. Хакатон «МИРРИКО суллипе Федор Конюховăн экспедицийӗ» проектăн наукăпа тӗпчев программин витӗмӗпе иртет.

Унта хутшӑнакансем пластика тинӗсре пухмалли, тишкермелли, тирпейлемелли технологи йышӑнӑвӗсене йӗркелӗç. Ӑмӑрту «кейс меслечӗпе» иртет.

Конюховӑн тӗллевӗ – Лӑпкӑ океанри пысӑк çӳп-çап купине тӗпчесси. Çулӳревре пухнӑ пробӑсене пуçтарса пырса малалла тишкерме ученӑйсене параççӗ. Çырмасене, шыв-шура микропластикран тасатмалли мелсем тупса йышӑнассипе ӗçлӗç вӗсем.

Хакатона хутшăнакансем тăхăр кейспа ӗçлӗç. Пуринчен ытла «Хутăш микропластика тирпейлессин комплекслă йышăнăвӗсем» кейспа нумайăшӗ ӗçлеме кăмăл тунă, пурӗ 13 команда пуçтарăннă. Мониторинг системисене хатӗрлессипе («Чăрмавсен детекторӗ», «Прогноз системи») 18  ушкăн тупăшать.

 Хакатон темисенчен чылайăшӗ, тӗслӗхрен, пластика çӗрме пулăшакан микроорганизмсем шыраса тупасси ( «Биоремедиаци кейсӗ») —Тутарстанăн наука институчӗсен тӗпчевӗсемпе пӗр килеççӗ.

Хакатона Раççей вӗрентӳ заведенийӗсенче вӗренекенсем – вăтам професси пӗлӗвӗ паракан, аслă шкулсен студенчӗсем хутшăнаççӗ. Вӗсем хими, биологи, экологи, робототехника, IT, машиностроени, экономика специализацийӗсемпе пӗлӳ илекенсем.  Пӗчченшерӗн хутшăнакансем те, 3-5 çынран тăракан командăсем те пур.

Конкурса 150 заявка килнӗ – Хусантан, Мускавран, Санкт-Петербургран, Владивостокран, Хабаровскран, Ӗпхӳрен, Севастопольтен, Эльметрен, Самарăран, Томскран, Тобольскран, Долгопруднăйӗнчен. Çавăн пекех Ашхабадран (Туркменистан) тата Наманганран (Узбекистан) хутшăннă. Суйлав тапхăрӗ хыççăн финала 92 çынна (28 команда) чӗннӗ. Хакатон хутăш форматпа иртет.

Хакатонăн парне фончӗ – 450 000 тенкӗ. Хакатонра çӗнтерекенсен «Kazan Digital Week 2026» форум программине кӗнӗ DemoDay стартапсен конкурсне хутшăнма пултараççӗ. 

ТР Наука академийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #хакатон