Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырминче тата Кивӗ Çӗпрелӗнче дискотека пулать!

Хусанта пурăнакан паллă шоумен, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми каччи Николай Никоноровпа Хусанти тепӗр пултаруллă çамрăк, диджей Петр Васильев Аслă Çӗнтерӳ кунне халалласа май уйăхӗн 8-мӗшӗнче кăнтăрла Хулаçырми ялӗнче, каçхине район центрӗнчи Культура çурчӗсенче «Çӗнтерӳ пирӗн пулать» ыркăмăллăх дискотекине ирттереççӗ.

Уяв каçӗ 11-15.00 сехетре Хулаçырми, çав кунах каçхине 19.00 сехетре Кивӗ Çӗпрел Культура çурчӗсенче пуçланать. 22:00 сехетчен шкул ачисем те хутшăнма пултараççӗ, вӗсемпе Николай Никоноров ташă енӗпе мастер-класс ирттерет. Пухăннисен пӗрле сăн ӳкерӗнме, юрлама май пур. Çак тӗллевпе йӗркелӳçӗсем вотсапра ятарласа ушкăн йӗркелеме, ташă каçӗнче мӗнле юрăсем, кӗвӗ (позитивлă, хаваслă) итлес килнине унта пӗлтерме сӗнеççӗ.

22:00 сехет хыççăн 18+ çултисем валли çӗрлехи шоу программа пуçланать. Уяв каçне районти мӗнпур ял çамрăкӗсене кӗтеççӗ. Ан юлăр, çамрăксем! Дискотекăна кӗмелли хак 100 тенкӗ, пухăннă укçапа вăрçă тата тыл ветеранӗсене уяв кучченеçӗ туянса парӗç. «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗ те çак мероприятие хутшăнать, Хулаçырминчи тыл ветеранӗсем валли кучченеç хатӗрленӗ. Ăна Хулаçырми шкул ачисем валеçӗç. (Н.Никоноров архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Благотворительность