Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи çар ветеранӗсем салтак амăшӗсене савăнăç парнелеççӗ

«Кӗрхи ырăлăх эрни – ырă ӗçсен эстафети» девизпа иртекен мероприятисен шайӗнче Çӗпрел районӗнче «Аннесен алăкне шаккăр!» социаллă пӗлтерӗшлӗ, патриотла акци иртрӗ.

Районти Çар ветеранӗсен канашӗ çак акцие Кивӗ Çӗпрелӗнчен пуçларӗ те ытти ялсем тăрăх малалла тăсать. Акцин тӗп тӗллевӗ – социаллă пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама уйрăм çынсемпе организацисене явăçтарасси, ветерансемпе ват çынсене тӗрев парасси, Афганистанри тата Чечняри вăрçăсенче пуç хунă салтаксен амăшӗсене адреслă пулăшу парасси. 

Мероприятисем çар ветера­нӗсем, районти хресченпе фермер хуçалăхӗсен пуçлăхӗсем тата яланах пулăшма хатӗр çынсем хутшăннипе иртеççӗ. Ку акцие ХФХ пуçлăхӗсем Фанис Альфикович Хайруллинпа Наиля Сайфулловна Нуруллова хутшăнма кăмăл турӗç. Çар ветеранӗсем чи малтан вăрçăра пуç хунă, Кивӗ Çӗпрелӗнче пурăннă, Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗçнӗ Ильдус Хайбулловăн çемйине çитрӗç. Вӗсене те, Чечняпа Афганистанра пуç хунă ытти салтаксен çемйисене те тулă тата апат-çимӗç пуххи валеçсе пачӗç. 

– Ватă çынсене, вăрçăра пуç хунисен амăшӗсене пулăшса эпир, çар ветеранӗсем, кăшт та пулсан телей парнелетпӗр. Сире пурне те ырă кăмăллă пулма сунатăп, ырăлăх вăл пысăк савăнăç вӗт. Ф.А.Хайруллинпа Н.С.Нуруллована чӗререн тав тăватпăр, çирӗп сывлăх сунатпăр, – тет Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов. 

В.Петуховăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев