Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Виталий Казаков 90 çул тултарчӗ

Кăшарни кунӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан хисеплӗ ватă Виталий Петрович Казаков 90 çул тултарчӗ. Вăл 1936 çулта çак пысăк праçник кунӗнче колхозниксен çемйинче çуралнă.

Ашшӗпе пӗртăванӗсен шă­пи çăмăл килмен: çемьере ул­тă ывăлпа пӗр хӗр çитӗннӗ, ывă­лӗсем улттăшӗ те Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Николай, Василий, Александр, Степан тата Петр (Виталин ашшӗ) вăрçăран таврăнайман. Вӗсен кӗçӗн шăллӗне Ивана кăна каялла тăван киле таврăнма пӳрнӗ. Ялта пӗр çемье те тӳрех пилӗк ывăлне вăрçăра çухатман пирӗн, Казаковсем çеç.

Виталин ачалăхӗ вăрçă çулӗ­сенче çитӗннӗ ытти ачасенни пекех йывăр пулнă – çиме апат пулман, тăхăнма – тумтир...  Çавăнпах вăл 6 класс кăна пӗтерме пултарнă. 13 çул тултарсанах колхозра аслисемпе тан ӗçлеме пуçланă. Манпа калаçнă чух Витали пичче вăрçă вăхăтӗнче шкулта вӗренме питӗ йывăр пулнине аса илчӗ: хутма вутă çукран классенче сивӗ пулнă, чернил шăнса хытса ларнă, кӗнеке-тетрадь çитмен, çăпаталлă ачасен урисем шăннă... Витали пичче хăйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Агафья Денисовнăна лайăх астăвать. Çӗнтерӳ кунӗнче ачасемпе учительсем мӗнле хытă савăнни халӗ те асрах унăн. Пирӗннисем тăшмана çӗнтерни пирки ун чух çичӗ çул вӗренмелли шкулăн хăрах куçлă директорӗ Иван Михайлович Денисов пӗлтернӗ. Шкул ачисем «ура-а-а!» кăшкăрса ял урамӗсем тăрăх ялавсемпе, шарсемпе çӳресе демонстраци тунă. Вăрçăран тăванӗсене кӗтсе илейменнисем макăрнă...

1956 çулта Виталий пичче салтака кайнă, Германире 3 çул та 4 уйăх çар хӗсметӗнче тăнă. 1959 çулта таврăнсан савнă хӗрӗпе Лидия Патшеевăпа çемье çавăрнă. Казаковсен çемйинче тăватă ача çуралнă. Ывăлӗ Петр нумай çул Бауман ячӗллӗ колхозра механизатор пулса ӗçлерӗ. Питӗ шел – 12 çул каялла вăхăтсăр вилсе кайрӗ. Хӗрӗсем – Галина, Елена тата Валентина – çемйисемпе Ульяновск хулинче пурăнаççӗ. Ачисемпе мăнукӗсем пӗччен пурăнакан Витали пиччене пăрахмаççӗ, час-час килсе çӳреççӗ, пулăшаççӗ. Мăшăрӗ çичӗ çул каялла çӗре кӗнӗ шурсухалăн. 

Пӗччен тесех калама çук-ха ăна. Кинӗ Люба, ывăлӗн мăшăрӗ, хирӗç çуртрах пурăнать. Вăл хуняшшӗ патне кашни кун çӳрет, хуçалăхра пулăшать. Виталий Петрович юратнă кинне чӗререн тав тăвать çакăншăн. 

Ватă çын ачисемпе мă­ну­кӗсем килнӗшӗн питӗ савă­нать. Сакăр мăнук, 13 кӗçӗн мăнук унăн халь. 

Витали пичче çулне кура мар йăрă, нихăçан та пӗр вырăнта лармасть вăл. Эп ун патне пынă вăхăтра та çил-тăман хыççăн килкартинче юр хыратчӗ. Çулла велосипедпа çӳрет. «Мӗншӗн хӗл каçма ачусем патне каймастăн?» – тесе ыйтсан хисеплӗ ватă çапла хуравлать: «Ачасем ялан чӗнеççӗ мана. Анчах та эпӗ ял пурнăçне хăнăхнă, хам тунă çуртрах пурăнас килет. Хамăн килтен ниçта та каяс килмест. Хуçалăха та пăрахса хăвараймăн...» – тет. 

Виталий Петровичăн ӗç стажӗ 60 çултан та иртет. 2016 çулта кăна, 80 çул тултарсан, ӗçе çӳреме пăрахнă-ха вăл. Ӗмӗр тăрш­шӗпех тăван колхозра тăрăшнă: торф та, утă-улăм та турттарнă, каярах çур аки, утăçи, вырма вăхăчӗсенче механизаторсем валли лашапа кăнтăрлахи тата каçхи апат леçме çӳренӗ. 

Виталий Петровичăн 90 çулхи юбилейне ачисемпе мăнукӗсем пуçтарăнчӗç. Ялти хисеплӗ ватта Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков тата ялти Ветерансемпе пенсионерсен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков килне пырсах саламларӗç, тата нумай-нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх сунчӗç. 

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Йӗлмел.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей