Çӗпрел районӗнчи Хăймалу ялӗнче – Улах каçӗ
Çӗпрел район центрӗ çумӗнчи пӗчӗк яла Хăймалăва та июнӗн 25-мӗшӗнче чун кӗчӗ. Районти чăваш ялӗсенчи Культура çурчӗсен ӗçченӗсенчен тăракан пултарулăх ушкăнӗ кунта концертпа килчӗ.
«Улах каçӗ» тесе ят пачӗç ăна. Хăймалусем хăйсене çакăн пек кану йӗркелесе паракансене – районти Культура çурчӗн директорне Руслан Данирович Шарафутдинова, Хăймалури Культура çурчӗн директорне Юрий Петрович Петухова тата районăн пултарулăх ушкăнне – чӗререн тав тăваççӗ.

Урамра иртнӗ концерта курма Хăймалура пурăнакан ватти-вӗтти тата кӳршӗллӗ Чăваш Çӗпрел ял çыннисем килчӗç.
Программăра: чăваш юрри-ташши тата вăййисем пулчӗç.Тӗттӗмленичченех пынă концертран халăх ырă кăмăлпа таврăнчӗ. Çӳллӗ шайра иртнӗ çакнашкал культура мероприятине вӗсем тата хутшăнасшăн, мӗншӗн тесен ял çыннине çав тери кирлӗ вăл.
Виктор ПЕТУХОВ. (Çӗпрел районӗ, Хăймалу ялӗ. Атор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев