Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖПРЕЛӖНЧЕ ӖÇРЕ ПАЛĂРНИСЕНЕ ЧЫСЛАРӖÇ

Чăваш халăхӗ тивӗçлипе хăйӗн пултаруллă хӗрарăмӗсемпе мăнаçланма пултарать. Камсем кăна çук вӗсен хушшинче: вӗрентӳ, культура, медицина, спорт тата ытти отрасльте ӗçлекенсем, хӗрарăм-ертӳçӗсем, бизнес-ледисем, çăлавçăсем таранччен. Чăваш хӗрарăмӗ тӗплӗлӗхпе палăрса тăнине кура шанса панă ӗçе мӗнпур яваплăхпа пурнăçлать. Ӗçне кура кайран сумӗ те, чапӗ те пулать.

 

Чăваш халăхӗ тивӗçлипе хăйӗн пултаруллă хӗрарăмӗсемпе мăнаçланма пултарать. Камсем кăна çук вӗсен хушшинче: вӗрентӳ, культура, медицина, спорт тата ытти отрасльте ӗçлекенсем, хӗрарăм-ертӳçӗсем, бизнес-ледисем, çăлавçăсем таранччен. Чăваш хӗрарăмӗ тӗплӗлӗхпе палăрса тăнине кура шанса панă ӗçе мӗнпур яваплăхпа пурнăçлать. Ӗçне кура кайран сумӗ те, чапӗ те пулать. 

Пысăк хисепе нумай пулмасть Çӗпрел районӗн пултаруллă çынни –  Упири П.В.Дементьев ячӗллӗ вăтам шкулăн пуçламăш классен вӗрентекенӗ Людмила Петровна Сердцева та тивӗçрӗ. Çакă Мартăн 8-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн пулса иртнипе тата та савăнăçлăрах пулчӗ. 

Эрне пуçламăшӗнче, февралӗн 27-мӗшӗнче, Çӗпрел район Канашӗн XXVI отчет сессийӗ иртнӗ. Унта 2022 çулхи кăтартусене пӗтӗмлетсе 2023 çула палăртнă ӗç программине пăхса тухнине пӗлтерет район хаçачӗн chuprale-online.ru сайчӗ. 

Мероприяти Ӗмӗрхи çулăм умне чечек хунипе пуçланнă. Районăн пӗтӗмӗшле ӗç кăтартăвӗсемпе, çитӗнӗвӗсемпе Культура çуртӗнче хатӗрленӗ куравра паллашма пулнă. Унта предприятисемпе харпăр предпринимательсем, кооперативсем, харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем хутшăннă. 

Отчет сессине ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Ринат Гайзатуллинпа Шакир Ягудин, Патшалăх пурлăхӗпе ӗçлессипе федераллă агентствăн Тутарстан Республикипе Ульяновск облаçӗн регионсен хушшинчи территорилле управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тата ыттисем хутшăннă. Лару ӗçне Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Гафаров йӗркелесе ертсе пынă. 

Марат Гафаров районăн социаллă экономика аталанăвӗпе паллаштарнă май ТР Раисне Рустам Минниханова, Правительствăна районшăн пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ыйтусене татса пама пулăшнăшăн тав тунă. 

Пӗлтӗрхи çул çӗршывăн экономика сферишӗн çăмăл пулмарӗ, çапах йывăрлăхсене пăхмасăрах ӳсӗмсемсӗр те мар. Çакă Çӗпрел тӗслӗхӗнче те палăрать. Пӗлтӗр кунта пурӗ 7,6 миллиард тенкӗлӗх продукци туса илнӗ, 2021 çулхипе танлаштарсан 0,4 миллиард чухлӗ нумайрах. Инвестицилле илӗртӳлӗх те самай ӳснӗ, 2021 çултипе танлаштарсан 126 процент ытларах – пӗтӗмпе 1,6 миллиард тенкӗ. Районта промпарк пурри, паллах, пысăк пулăшу кӳрет. Çапах та тӗп пусăм ку тăрăхра ял хуçалăх отраслӗ çине. Ун кăтартăвӗсемпе Çӗпрел республикăра 23-мӗш вырăнта. Ял хуçалăх предприятийӗсен рентабельлӗхӗ 7,6 процента ӳснӗ, ӗç укçи вара 128 процент таранах. Ял хуçалăх ӗçченӗн вăтам ӗç укçийӗ 34 703 тенкӗпе танлашнă, хăш-пӗр ял хутлăхӗнчи хуçалăхсенче кăтарту 50 пин тенкӗрен те иртнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, районăн мăнаçланмалли сăлтавсем пур. 

Чи пысăк çитменлӗх – кадрсен дефицичӗ. Марат Гафаров палăртнă тăрăх, ку вăхăта 70 ӗç вырăнӗ пушă. Района слесарьсем, водительсем, ветеринари тухтăрӗсем тата ытти специалистсем кирлӗ. Районтан республикăри, Раççейри аслă шкулсене вӗренме кӗнисенчен кайран сахалăшӗ тăван тăрăха таврăнать, çав шутра тӗллевлӗ майпа вӗренсе тухнисем те. 

Марат Гафаров район ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшу пани çинче те чарăннă. Сăмах май, вăл хăй унта темиçе хут та кайса килнӗ, Çӗпрелӗнчен мобилизаципе кайнисемпе тӗл пулнă, пурӗ 108-ăн вӗсем. Район пӗрре мар ЛНРпа ДНРа гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă, çав шутра ятарлă тумтир, апат-çимӗç, медицина препарачӗсем тата ытти те. Мобилизациленнисен çемйисене те пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисене халалласа ял хутлăхӗсенче асăну хăмисем, палăксем уçнă. 

Район пуçлăхӗсӗр пуçне отчет сессийӗнче  Наиль Залаков, Ильдар Гильмутдинов сăмах илнӗ. 

Мероприяти тӗрлӗ отрасльте палăрнисене чысланипе вӗçленнӗ. Ял хуçалăх, культура, спорт, вӗрентӳ тата ытти сфера çыннисем вӗсен хушшинче, чăвашсем те сахал мар ку йышра.  Вӗрентӳре нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн, пысăк тивӗçӗсемшӗн Людмила Сердцевăна «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ» ят парса чысланă. «Сувар» вулаканӗсем ăна ытларах «Хӗлхем» халăх ансамблӗн ертӳçи пек пӗлеççӗ. Николай Угаслова «Благотворитель года» республика конкурсӗнче çӗнтернӗ ятпа дипломпа палăртнă. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта ӗçлекен Петр Рафиков РФ Çутӗç министерствин,  Алешкин Саплăк ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев «ТР муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗ» ассоциацин Хисеп хучӗсене тивӗçнӗ. 

Çӗпрел район Канашӗн йышăнăвӗпе район аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн «Çӗпрел муниципаллă районӗн хисеплӗ гражданинӗ» чыслă ята та çав кун нумайăшӗ илме тивӗçнӗ, çавсен шутӗнче нумай çул Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче вăй хунă вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ветеранӗ Сергей Салифанов та пур.  Çӗпрел районӗн 90-çуллăхне халалланă медале илнисен шутӗнче вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ветеранӗ Николай Карсаков, потребитель кооперацийӗн отраслӗн ветеранӗ Петр Колпаков тата ыттисем пулнă. Кивӗ Чакă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Олег Албутов РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗн Тав хутне илме тивӗçнӗ. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗк chuprale-online.ru сайтран. 

Сăнӳкерчӗкре: Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ М.Р.Гафаров Л.П.Сердцевăна чысланă самант. 

М.Гафаров (сулахайра) С.Салифанова наградăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев