Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелӗнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен туйӗсем иртнӗ

Çӗпрел районӗн ЗАГСӗнче июлӗн 26-мӗшӗнче харăсах икӗ мăшăр пӗрлешнӗ. Çак çирӗп утăма тума шутланă каччăсем – ятарлă çар операцине хутшăнакансем.

Иванпа Анастасия иккӗшӗ те Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе шкултан  туслă пулнă. Çулсем иртнӗ май туслăх тарăн туйăма куçнă. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн Иван ӗçе вырнаçнă, анчах нумаях ӗçлеймен, салтака кайма повестка килнӗ. Срочнăй служба вырăнне вăл Раççей Федерацийӗн Оборона министерствипе контракт тума йышăну тунă. Тăван района отпуска килсен Анастасийăна хăйӗн арăмӗ пулма ыйтнă.

Иккӗмӗш мăшăр – Вячеславпа Сабина. Каччă –  Смоленск облаçӗнче çуралса ӳснӗ  çар çынни. Унăн çарти служба стажӗ 25 çул. Отставкăра пулсан та Тăван çӗршыва хӳтелеме каймасăр юлайман Вячеслав. Вăл  Ульяновск хулинче пурăнакан Сабинăпа пӗрлешнӗ. Церемоние ирттерме çак вырăна каччă çулталăк каялла, унăн тăванӗсем пӗрлешнӗ кун, суйланă.

Çамрăк çемьесене чи пӗлтерӗшлӗ пулăмпа саламлама Çӗпрел район администрацийӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ А.Залялов тата районти ЗАГС уйрăмӗн пуçлăхӗ А.Шарафутдинова пынă.  

«Эпир сире телей, ăнлану, чăтăмлăх сунатпăр. Кил вучахӗ сирӗншӗн яланах шанчăклă тӗрев пулса тăтăр. Чи пӗлтерӗшли – çӗнтерӳпе хăвăртрах киле таврăнмалли. Ытти тӗлпулусем кӗске отпуск вăхăтӗнче мар, мирлӗ пурнăç шайӗнче пулччăр», – палăртнă Айрат Залялов.

 

ОФициаллă пай вӗçленсен çамрăк мăшăрсем отпускăн юлнă кунӗсене тăванӗсемпе çывăх çыннисемпе ирттерме васканă. Отпуск вӗçленсен вара Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем çар тивӗçне пурнăçлама ятарлă çар операцине таврăнӗç.

Сăнӳкерчӗксем  drogganoye.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дрожжановский район бракосочетания участники СВО