Çӗпрелӗнче шыва кӗме юрăхлă кӳлӗ-пӗве çук
Çумăр, ирӗлнӗ юр шывӗпе пӗрле юханшывсене фермăсен каяшӗ, çунтармалли-сӗрмелли материалсен юлашкисем лекеççӗ, сывлăшри йывăр металл та пухăнать.
Ку тăрăхра шыва кӗме юрăхлă пӗр кӳлӗ-пӗве те çуккине пӗлтерет район сайчӗ. 90-120 пин кубла метр шыв пухăннă 14 пӗвене пурне те хуçалăхсем валли (выльăх ӗçтерме) тата çӗр çурăласран сыхлама кăна тунă. Çавăнпа вӗсенчен пӗри те хăрушсăрлăх требованийӗсене тивӗçтермест, шыва кӗрекенӗн пурнăçӗшӗн хăрушлăх кăларса тăратать. Калăпăр, пӗвесенче касман йывăç-тӗмсем нумай, шыва кӗрекен çын вӗсенчен çакланма, тӗпӗнче тапса тăракан çăлкуçсене пула ăна шăнăр туртма пултарать, пӗве тӗпӗ те тикӗс мар, вырăн-вырăнпа тарăн. Шыв пахалăхӗ те савăнмаллиех мар. Çумăр, ирӗлнӗ юр шывӗпе пӗрле юханшывсене фермăсен каяшӗ, çунтармалли-сӗрмелли материалсен юлашкисем лекеççӗ иккен, сывлăшри йывăр металл та пухăнать. Специалистсем район халăхне шăрăх çанталăкра çакна асра тытмаллине асăрхаттараççӗ, вырăнти ял хутлăхӗсене хăйсен территорийӗнчи пӗвесен хӗррине шыва кӗме юраманнине хыпарлакан аншлагсем, мӗнле хăрушлăх пуррине ăнлантаракан стендсем вырнаçтарма хушаççӗ. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев