Ӗçрен хăçан таврăнан вара?
4-мӗш чӗрӗк чи кӗски тесе шутлама хăнăхнă эпир, кăçал вăл чи вăрăмми ахăр...
Вӗрентекен. Виççӗмӗш эрне самоизоляцире. Паян ир-ирех компьютер умӗнче ларатăп. Пӗр 10 сехетелле упăшка кӗчӗ эп ларакан пӳлӗме. «Эпир паян апат çиетпӗр-и?» – тет. Эпӗ (çаврăнса пăхмасăр, ара, вăхăт çук-çке!): «Пӗлместӗп. Эпӗ ӗçре». Упăшка ним чӗнмесӗр тухса кайрӗ. Кăштахран алăка уçса: «Миçере таврăнан вара эс?» – терӗ. Эпӗ миçере «таврăнассине» пӗлместӗп. Ачасен ӗçӗсене тӗрӗслемен, оценка лартман, отчет яман, электронлă журнала тултарман, ыранхи уроксене хатӗрленмен... (Т. Маркова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев