Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӲРЕС ÇУЛ КАШНИ ÇЫНШĂН ТАКĂР ПУЛТĂРЧЧӖ

Кивӗ Илтрекьел шкулӗн ачисем çул çӳрекенсене тимлӗ пулмалли çинчен аса илтерчӗç

Кашни çул чӳк уйăхӗн пӗр вырсарникунӗнче çул-йӗр çинче инкек тӳснисене асăнаççӗ. Çак кун çул çинче инкеке лексе вилнисене, хӑрушсӑрлӑх çинчен аса илетпӗр, вӗсен тӑванӗсемпе çывӑх çыннисене тӗрев пама тăрăшатпăр. 

Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗ те çак мероприятисенчен айккинче юлмарӗ. Чӳк уйăхӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 20-мӗшӗччен шкул ачисем тӗрлӗрен мероприятисене хутшăнчӗç. 4-мӗш класс ачисем водительсене асăрхаттарса листовкӑсем хатӗрлерӗç. Пуçламăш классенче вӗренекенсем «Çул-йӗр çинчи правилăсем» темăпа ӳкерчӗксем турӗç. Класс ертӳçисем вӗренекенсемпе калаçусем ирттерчӗç, çутта тавăракан элементсене (фликер) çакса çӳремелли çинчен аса илтерчӗç, çул-йӗр правилисене пăсни трагеди патне илсе çитерме пултарни пирки тепӗр хут аса илчӗç.

Чӳкӗн 17-мӗшӗнче ирхине ирех «Светофор» кружока çӳрекенсем  Л.М.Морозова ертсе пынипе çул-йӗр çинче инкек тӳснисене халалланӑ акцие ирттерме аслă çул çине васкарӗç. Акцие хӑрушсӑрлӑх мерисене шута илсе ирттерчӗç. Мероприятие патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем те – çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтерес сферӑри муниципалитет службин специалисчӗ Т.А.Мартынова тата ÇÇХПИ  инспекторӗ И.Р.Сибгатуллин – хутшăнчӗç. 

Шавлӑ урамри акцие хутшӑнакансем плакатсем тытса водительсене асăрхануллă пулма чӗнчӗç, çул çинче çӳрекенсене буклетсем валеçсе пачӗç. Çак хурлăхлă куна асра тытмалли пирки аса илтерчӗç. Унӑн тӗллевӗ – çул çинчи хӑрушлӑх пирки аса илтересси. Çын пурнӑçӗ хаклӑ, çул çинче тимлӗ пулмалла, çавӑн пекех çул çинчи правилăсене пӑхӑнмалла. 

Çӳрес çул кашни çыншăн яланах такăр пултăрччӗ!

 

Людмила МОРОЗОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев