Çӗршыв вăйӗ хӗç-пăшалра мар – пӗр-пӗрне ăнланнинче
Кӑçалхи анлӑ ларӑвӑн теми «Раççейпе Ислам тӗнчин çӗршывӗсен çамрӑксен политикин сферинчи опычӗ: хальхи вызовсемпе пӗрлехи ӗçсем»
Унта тӗнчери лару-тăрупа, геополитикăпа, çӗршывсен хутшăнăвӗсемпе çыхăннă чи çивӗч ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Кӑçалхи анлӑ ларӑвӑн теми «Раççейпе Ислам тӗнчин çӗршывӗсен çамрӑксен политикин сферинчи опычӗ: хальхи вызовсемпе пӗрлехи ӗçсем». Стратегилле курӑм ушкӑнӗн ларӑвне РФ Правительство Председателӗн çумӗ Марат Хуснуллин, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Малайзи Премьер-министрӗ Анвар Ибрагим, Раççей Мăсăльмансен тӗп тӗн управленийӗн председателӗ, Аслă муфтийӗ шейх-уль-ислам Талгат Таджуддин, ТР Мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн пуçлӑхӗ, Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл, Раççей Президенчӗн Федерацин Атӑлçи округӗнчи Полномочилле представителӗ Игорь Комаров, ют çӗршывсен делегацийӗсем, Раççей регионӗсен представителӗсем хутшӑнчӗç.
Ларӑва «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкӑнӗн пуçлӑхӗ, ТР Раисӗ Рустам Минниханов уçрӗ. Республика ертӳçи килнӗ хӑнасене саламласа ӑнӑçлӑ ӗç сунчӗ. Уйрӑммӑн Малайзи Премьер-министрне Анвар Ибрагима пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче Куала-Лумпурта иртнӗ ларӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн тав турӗ.
Марат Хуснуллин Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ çырӑвне вуласа ушкӑна ӑнӑçлӑ ӗçлеме сунчӗ. Владимир Путин нумай нациллӗ Раççей çӗршер çулсем хушши ислам тӗнчин çӗршывӗсемпе хутшӑнма уçӑ пулнине палӑртнӑ.
Марат Хуснуллин хăй сăмахӗнче «Раççей – Ислам тӗнчи» ушкăн Раççейпе мăсăльман çӗршывӗсен хутшăнăвӗсене пысăк тӳпе кӗртнинчен пуçларӗ. Юлашки 5 çулта суту-илӳри тавар çаврăнăшӗ икӗ хутчен, тӗрлӗ услугăсен сферинче тăватă хутчен ӳснӗ. Туризм кăтартăвӗсем те лайăх, 2,5 хутчен ӳссе çулталăкне 19 миллион çынпа танлашнă.
Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçисене ушкăна тӗрев панăшăн тав турӗ, Раççей Президенчӗ Владимир Путин вӗсен ӗçне пысăк хак панине те палăртса хăварчӗ. Хăй енчен темиçе пуçару сӗнчӗ.
Игорь Комаров паян çамрӑксемпе çитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-тӑнӗпе чӗрине ярса илессишӗн чӑн-чӑн кӗрешӳ пынине палӑртса информаци технологийӗсемпе тӗрӗс усӑ курса вӗсен потенциалне ӳстермелли пирки каларӗ.
Раççей мăсăльманӗсен Аслă муфтийӗ шейх-уль-ислам Талгат Таджуддин питӗ хӗрӳ калаçрӗ. Çӗршыв гражданӗпе патриочӗн позицийӗнчен калаçса паянхи чи çивӗч проблемăсене тата вӗсене мӗнле майпа татса пама пулнине палăртрӗ. Ун сăмахӗпе, Раççей аталанăвӗн никӗсӗ вăл – халăхсен туслăхӗпе пӗрлӗхӗ. Вăл тăнăç та ырă пурнăçпа пурăнас текенсемшӗн чи лайăх тӗслӗх пулса тăрать.
Россотрудничество ертӳçи Евгений Примаков çамрăксен федераллă программисемпе паллаштарчӗ. Раççей Президенчӗн хушăвӗпе уçăлнă «Новое поколение» программа, сăмахран, ытти çӗршывсенче стажировка иртме май парать. Çак программăпа Раççее кăна 10 пин ытла çамрăк килнӗ. Спикер шучӗпе, çамрăксемпе мăнкăмăллăн çӳлтен калаçмалла мар, вӗсем пире ылмаштарнине манас марччӗ тесе асăрхаттарчӗ. Ун шучӗпе, çак яваплăха вӗсем хăйсем шалтан туйса илмелле. Федераллă программăсем шăпах çамрăксенче интерес çуратса проблемăна татса парассине туртса кӗрсе каяççӗ. Йăлари хаклăхсене тытса пыни хăйсемшӗн усăллă пулнине ăнланса илеççӗ.
Араб патшалăхӗсен лигин Раççейри представительствин пуçлăхӗ Валид Шилтаг социаллă экономикăри кăткăс лару-тăрăва пула тӗнчери хăш-пӗр кӗтесре çамрăксем хушшинче экстремистла юхăмсем анлă сарăлса пынипе пăшăрханнине палăртрӗ. Çавна май Лига çамрăксене çӗршыври политика, социаллă культура пурнăçне явăçтарма тăрăшать, араб обществин проблемисене татса парас ӗçе хутшăнтарать.
Малайзин Премьер-министрӗ Анвар Ибрагим Ушкăн ӗçне пысăк хак парса Раççей Президентне тӗрев панăшăн тав турӗ.
Вырăс Православи Чиркӗвӗ енчен ларăва Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл хутшăнчӗ. Хăй сăмахӗнче тӗнсен хушшинчи диалога хутшăнакансем пӗрре мар йăлари хаклăхсемшӗн кӗрешсе экстремизма, терроризма хирӗç тăнине палăртрӗ. Архипастырь сăмахӗпе, никӗсри тӗп хаклăхсене пӗлмесен, ăнланмасан çын хальхи тӗнчере инкеке лекме пултарать. Çавăнпа тӗн лидерӗсен тӗп тивӗçӗ çамрăксене нравственноçпа культура енчен тӗрӗс воспитани парасси пулмалла, ырă тӗслӗх кăтартмалла.
Сӑмах калакансем йышлӑ пулчӗç. Пӗтӗмлетсе каласан пурте тӗнчери çӗршывсен прависем пӗр пулмаллине, аталанма майсем кашнин уçӑ та ирӗклӗ йӗркеленмеллине, тӑнӑç лару-тӑру чи кирлине, ку ӗçсене çамрăксене хутшăнтармаллине палӑртрӗç. Уйрӑмах Палестина çӗршывӗн представителӗ хӗрӳ калаçрӗ: «Эпир хамӑр ачасемпе çамрӑксене тӑнӑç та лӑпкӑ лару-тӑрура ӳстересшӗн, вӗсен ытти çӗршывсенчи çамрӑксенни пекех вӗренме, ӗçлеме майсем пулччӑр. Шанатӑп, Палестина çак инкекрен тухса ирӗклӗ сывласа ярӗ. Эпир çакна тивӗçлӗ», – терӗ вӑл.
Владимир ПУТИН: «Тӗнчери кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Раççей регионсен хушшинчи экономика, наука, гуманитари тата ытти сферӑсенчи хутшӑнусене аталантарса пырать. Тутарстан ку ӗçре чи хастар субъектсенчен пӗри пулса тӑнине палӑртас килет. Форумра сире тӗрлӗ облаçсенчи малашнехи ӗçсен перспективине, ӗçлӗ çыхӑнусене çирӗплетессине сӳтсе явма тивет.
Кӑçал эпир Аслӑ Çӗнтерӗвӗн 80 çуллӑхне палӑртатпӑр. Çак пӗлтерӗшлӗ датӑна форумӑн ӗçпе культура программисенче тимлӗх уйӑрни тивӗçлӗ. Истори урокӗсене, пирӗн аслӑ ӑрусем нацизма, расизма, колонизма хирӗç кӗрешнине асра тытмалла. Паянхи кун эпир пӗрле ӗçлесен кӑна тӗнчери халӑха тӑнӑç лару-тӑрупа тивӗçтерме пултаратпӑр».
Рустам МИННИХАНОВ Ушкăна ӗçе илме панă сӗнӗвӗсем. Раççейӗн академипе наука сообществипе Ислам организацийӗпе вӗрентӳ, наука, культура ыйтăвӗсемпе, ислам çӗршывӗсен университечӗсемпе тата Тутарстанăн пилотлă проекчӗсен енӗпе ӗçлӗ çыхăнусене анлăлатасси; Халăхсен хушшинчи ача-пăча организацийӗсен ассоциацине аталантарассипе «çул карттине» тăвасси; «Движение Первых» юхăмăн халăхсен хушшинчи дипломатипе шкул клубӗсен сетьне анлăлатасси; академилле мобильлӗхӗн халăхсен хушшинчи программисене тата «Тутарстан – Малайзи» ача-пăча лагерӗн (вăл кăçал кӗркунне Куала-Лумпурта уçăлать) тӗслӗхӗпе халăхсен хушшинчи ача-пăча лагерӗсене йӗркелесси. ТР Раисӗн шучӗпе, ку çӗршывсен культура çыхăнăвӗсене самай лайăхлатса аталантарма тата çамрăк ăрăва халăхсен культурисемпе паллаштарса тӗрӗс воспитани пама пулăшӗ.
Марат ХУСНУЛЛИН «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗ Раççейпе мăсăльман çӗршывӗсен туслă хутшăнăвӗсене çирӗплетессинче тӗп вырăн йышăнать. Паян ӗçлӗ çыхăнусен юхăмӗсем питӗ анлă – экономикăран пуçласа культура таран. Чи хакли вара Ушкăн тӗнчене Раççейӗн принципиаллă позицине çитерет: пирӗн çӗршыв хуть хăçан та халăхсен пӗрлӗхӗшӗн, пӗр-пӗрне хисеплесе мирлӗ аталанушăн тăнă. Геополитикăри кăткăс лару-тăруран йăлари хаклăхсене тустарассишӗн мӗн тери тăрăшнине куратпăр пурте. Çавăнпа йăлари хаклăхсене упрасси тата та пӗлтерӗшлӗрех пулса пырать. Раççей историйӗпе культуринче ислам паллă вырăн йышăнать. Ытти тӗнсемпе пӗрле вăл тăнăç пурнăçăн никӗсӗ пулса тăрать. Уйрăммăн Раççей мăсăльманӗсем Аслă вăрçăра тунă Çӗнтерӗве пысăк тӳпе кӗртнине палăртса хăварас килет. Паян вара мăсăльмансем ытти тӗн çыннисемпе пӗрле ятарлă çар операцийӗнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççӗ».
Аслă муфтий шейх-уль-ислам Талгат ТАДЖУДДИН: «Пирӗн çӗршывăн вăйӗ хӗç-пăшалра кăна мар, пӗр-пӗрне ăнланнинче те. Мăсăльмансемпе христиансем килӗшӳпе туслăха, ыррине аталантарассинче туссем, ӗçтешсем. Тин çеç Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулне паллă турăмăр. Хурланса вăрçăра вилнӗ асапçă-шахидсене аса илтӗмӗр. 27 миллион ывăлпа хӗр пуç хучӗ вӗт çӗршывшăн! Паян вара каллех пирӗн пуянлăхсемпе çӗре кăна мар, çамрăксемпе ачасене те туртса илесшӗн тăнине куратпăр. Пӗрле эпир çакна тума памăпăр».
Анвар ИБРАГИМ: «Икӗ кун каялла кăна Владимир Путинпа тӗл пулса калаçрăмăр. Вăл Малайзие форума тӗрев панăшăн тав турӗ тата тăнăç хутшăнусене аталантарассинче Тутарстанăн ӗçне ырласа палăртрӗ. Çамрăксем тесен, вӗсем тӗпчевçӗсемпе улемсем тӗрлӗ ыйтусене татса панă чух айккинче юлмалла мар. Малайзире эпир культура, технологисен, искусствăлла интеллект аталанăвне пысăк тимлӗх уйăратпăр пулин те чăн хаклăхсемпе кăмăл-сипет принципӗсем çинчен манмастпăр».
Хусан тата Тутарстан митрополичӗ КИРИЛЛ: «Çамрăклăх – тӗрлӗ майсемпе тӗрӗслев вăхăчӗ. Тата çак вăхăтра чӗре Турăпа тӗл пулма та уçă. Çавăнпа ун çумӗнче ăслă-тăнлă, ырă наставник пулмалла. Вăл хăйӗн тӗслӗхӗпе тӗрӗс çул кăтарттăр. Тата пирӗн сăмахсем ӗçрен уйрăлса ан тăччăр тесе те вăй хумалла».
Сăнӳкерчӗксем kazanforum2025.riamediabank.ru, tatmitropolia.ru сайтсенчен тата
«Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев