Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗршыва, халăха тивӗç граждансем ӳсеççӗ

ТР Патшалӑх Канашӗнче чаплă лару-тăрура çамрăксене паспортсем парасси йăлана кӗнӗ. «Эпӗ – Раççей гражданинӗ» мероприятие хальхинче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне тата Тутарстан Констиутцийӗн кунне халалларӗç

 

Раççей гражданинӗн тӗп документне Тутарстан шкул ачисене Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов пачӗ. Савӑнӑçлӑ церемоние республикӑри тӗрлӗ районтан 17 вӗренекене чӗннӗ. Вӗсен хушшинче-олимпиадӑсемпе пултарулӑх конкурсӗсен, спорт ӑмӑртӑвӗсен çӗнтерӳçисем, вӗренӳри отличниксем, шкулти общество пурнӑçӗн хастарӗсем. Юрий Камалтынов çак çамрӑк граждансем халӗ хӑйсен тантӑшӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑни çинчен каларӗ.

«Ӗнер пирӗн республикӑра тата çӗршывра халӑх пӗрлӗхӗн Кунне паллӑ тунӑ. Çак кун пирӗн анлӑ çӗршывӑн вӑйӗ – унта пурӑнакан халӑхсен туслӑхӗпе пӗрлӗхӗнче пулни уйрӑмах çивӗч сисӗнет, - палӑртрӗ Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ. - Ыран Эпир Тутарстан Республикин Конституцине йышӑннӑранпа 33 çул çитнине паллӑ тӑвӑпӑр», – терӗ вăл хавхалауллă. Республикӑн тӗп саккунне йышӑннӑ историлле сесси шӑпах çакăнта,  ТР Патшалăх Канашӗнче иртнине пӗлтерсе Конституци эпир пурӑнакан тӗп документ пулнине, Тутарстан унпа килӗшӳллӗн аталаннине каласа пачӗ.

Юрий Камалтынов палӑртнӑ тӑрӑх, паспорт – çӗршыв гражданинӗн пурнӑçӗнчи тӗп документ. Тутарстн çамрăкӗсен унпа прависем тепулаççӗ, тивӗçсене те палăртнă. «Паян сирӗн тӗп тивӗç – лайӑх вӗренесси, хамӑрӑн пӗчӗк Тӑван Çӗршывӑн, тӑван хулан е ялӑн, пирӗн республикӑн, пысӑк çӗршывӑн - Раççей Федерацийӗн патриочӗсене хамӑрта воспитани парасси. Çак документ Тутарстанпа çӗршыв аталанӑвне сирӗнтен кашниех хӑйӗн сулмаклӑ тӳпине хывтӑр тесе сирӗнтен шкулта илекен çав пысӑк пӗлӳпе ӑсталӑха ыйтӗ", - çамрӑк граждансене чӗнсе каларӗ Юрий Камалтынов.

Церемони вӗçленнӗ май вӗренекенсен ятӗнчен Хусанти 141-мӗш гимназире вӗренекен Лия Хайрутдинова сӑмах каларӗ. Вӑл биологипе, экологипе, математикӑпа тата литературӑпа Пӗтӗм Раççейри олимпиадӑн шкул тапхӑрӗсенче темиçе хут çӗнтерӳçи, шкул ачисен Пӗтӗм Раççейри «Абдулла Алиш йӗрӗпе» наукӑпа тӗпчев конференцийӗн лауреачӗ, çавӑн пекех ишессипе первенствӑсен призерӗ.

Кашнин пурнӑçӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ документа – Раççей гражданинӗн паспортне Патшалӑх Канашӗнче илни уйрӑмах хумхануллă, хисеплӗ пулнине палăртрӗ Л.Хайрутдинова.

«Эпӗ – Раççей гражданинӗ» мероприятие ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамиль Хайруллин, ТР ШӖМӗн Миграци ыйтӑвӗсемпе ӗçлекен Управленийӗн пуçлӑхӗ Марат Галеев, Тутарстанри ача прависемпе ӗçлекен Уполномоченнӑй Светлана Захарова, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗç.

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники