Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗршыври пӗрремӗш технопарк 15 çулта

Информаципе коммуникацисен технологийӗсен облаçӗнчи Технопарка комплексла программа витӗмӗпе уçнă. Çӳллӗ технологисен сферинче Раççей Федерацийӗн технопарксем йӗркелессипе çыхăннă комплекслă программи пирки пырать сăмах.

Çулталăкранах Хусанти Технопарк Раççейре чи лайăххисенчен пӗри пулса тăнă. РФ Цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин рейтингӗпе 15 çул хушшинче вăл виçӗ хутчен çак чыслă ята тивӗçнӗ. 

ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин та çак проектпа ӗçленӗ çӗре хутшăннă: «Ун чухне Иннополис та çукчӗ, «Яндекс.Такси» тата нумай-нумай, паян куллен усă кӳрекен компанисем пулман. Пуçаруллă çамрăксенчен тăракан пӗр пысăк командăран пуçланчӗ Технопарк. Раççейре IT-индустри çакăн пек технопарксенчен пуçланса кайрӗ те», – аса илнӗ вăл.

Çӳллӗ технологисен сферинчи Технопарк паян виçӗ пысăк площадкăна  ӳссе, аталанса çитнӗ – иккӗшӗ Хусанта, пӗри Çырчаллинче. Ку кăна мар, 21 муниципаллă филиал тата бюджета кӗмен 10 юхăм илсе пыраççӗ. 567 компани-резидентра 6,5 пин специалист ӗçлет.

IT-парк подразделенийӗсен шутне Дата-центр, бизнес-инкубатор, Киберпарк Арена,  IT-академи, Ача-пăча IT-паркӗ, конференц-залсем, коворкингсем, IT-отель, компани-резидентсен сотрудникӗсем валли IT-çурт, компьютер класӗсем, резидентсем валли офис пӳлӗмӗсем тата коллективпа ӗçлемелли «Точка кипения» вырăнсем пур.

Кӗскен каласан, ку IT-квартал. Унăн тӗп тӗллевӗ – пултаруллă, пуçаруллă çамрăксене, стартапсене, инвестици фончӗсен представителӗсемпе IT-компанисене пӗрлештерсе çӗнӗ технологиллӗ компанисем уçасси пулса тăрать. Технологисен предпринимательствипе интеллектуаллă капитала малалла аталантарма ăнтăлаççӗ вӗсем.  

Максим Гаевский ертсе пыракан «Фиднэт» тулли мар яваплăхлă общество та 2022 çул вӗçӗнче Технопаркра ӗçлеме пуçланă. Тӗпрен илсен компани наука тӗпчевӗпе, выльăх-чӗрлӗх апатне лайăхлатассипе ӗçлет. Тӗслӗхрен, шăна çăмартинчен тăвакан комбикормра белок шайӗ самай пысăк. Сысна ӗрчетекенсемшӗн, ӗне усракансемшӗн ку хыпар уйрăмах интереслӗ пулӗ. Ял хуçалăх ӗçченне интереслентерекен ытти продуктсем те пур М.Гаевский ертсе пыракан организацин. Пулă çăнăхӗ кăларасси, выльăхăн ăш çăвне ӗçе кӗртессипе те ӗçлеççӗ ăсчахсем-производительсем. 

IT-парк ӗçлеме пуçланăранпа экономикăна та, наукăна та, вӗренӗве те пысăк тӳпе кӗртсе республикăна çеç мар, патшалăха та çӳллӗ технологисен аталанăвӗпе утăм хыççăн утăм малалла утни куçкӗрет. Технопаркăн çӗнӗ тапхăрӗ тата сулмаклăрах пулӗ, тӗллевӗсене çӳлерех палăртӗç.
 
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.    
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане