Çӗртен пуçласа коммуникацисем таранах – халӗ пур ыйтăва та онлайн мелпе татса пама пулать
Тутарстанри патшалăх пулăшăвӗсен порталӗ урлă халӗ кирек мӗнле объект тума та документсем пама пулать. Кун пирки ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Республикăра пурăнакансен çурт-йӗр тăвас тесен ирӗк ыйтма хăш инстанцие каймалли пирки пуç ватмалла мар. 2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен строительство ыйтăвӗсемшӗн республикăра (Хусансăр пуçне) ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министерстви яваплă.
ТР патшалăх пулăшăвӗсен порталӗнче (uslugi.tatarstan.ru) «Жизненные ситуации» сервис ӗçлет, вăл çурт тума кирлӗ документсене пурне те хатӗрлеме пулăшать. Ун урлă çӗр лаптăкне суйласа туянассинчен пуçласа адрес илесси, шыв кӗртесси, çутă тата ытти коммуникацисемпе çыхăнтарасси таранах тума пулать.
Документсенчен нумайăшне патшалăх пулăшăвӗсен республикăри порталӗнчи «Цифровое строительство» пайра йӗркелеме пулать. Вӗсен хушшинче:
- строительство валли ирӗк илесси ( е ӗç пуçланни çинчен пӗлтересси);
- çурт çинчен ятарлă реестра (спецсписок)сведенисем кӗртесси;
- çӗр лаптăкӗпе условлă майпа усă курма ирӗк пани;
- объекта хута яма ирӗк илесси ( строительство вӗçленни çинчен пӗлтерни);
- çурт параметрӗсене улшăнусем кӗртесси;
- çӗр лаптăкӗн хула строительствин планӗ.
Çак пулăшусем пурте «Экономика данных» наци проекчӗ шайӗнче парăнаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев