Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта «Çӗрулми-2026» регионсен хушшинчи курав пулать

Мартăн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарта йăлана кӗнӗ çӗрулми куравӗ иртет. Унта Раççейӗн 17 регионӗнчен 80 яхӑн компани хутшăнать.

Мероприяти Регионсен суту-илӳпе курав центрӗнче 18-мӗш хут иртет. Куравра çӗнӗ сортсемпе ял хуçалăх техникипе паллашма пулать. Хутшăнакансем çӗрулми çитӗнтерес, тирпейлес, тӗрлӗ чир-чӗрпе сăтăрçăсенчен хӳтӗлес ыйтусене, селекцие аталантарас ыйтусене сӳтсе явӗç.

Курава Раççейри çӗрулми туса илекенсен пӗрлешӗвӗ тата Александр Лорх ячӗллӗ тӗпчев центрӗ пулăшнипе республикăн ял хуçалăх министерстви йӗркелет.

Йӗркелӳçӗсем йăлана кӗнӗ çӗрулми вăрлăхӗн ярмăрккине те ирттерӗç. Фермерсем сутма 55 тонна элитлă çӗрулми илсе килӗç.

Пӗлтӗр Чăваш Енри  хуçалăхсемпе фермерсем  121 пин тонна çурă çӗрулми пухса кӗртнӗ, гектартан илнӗ вăтам тухăç вара 297 центнерпа танлашнă. Ку кăтартусем унчченхи çулхинчен пысăкрах.

Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашия картофель