Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗçсене пӗтӗмлетсе плансене палăртни

Граждансен ыйтăвӗсене хуравласси, татса парасси парламент ӗçӗнче яланах чи пӗлетерӗшли

 


2023 ÇУЛТА ТР Патшалăх Канашӗ туса ирттернӗ ӗçсем çинчен иртнӗ эрнере ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин федераллă массăллă хыпар хатӗрӗсен тата республика журналисчӗсене каласа пачӗ. Фарид Хайруллович 2024 çулта тума палăртнă ӗçсене те асăнчӗ. 
Кăçал пулса иртекен пысăк пулăмсем çинче чарăнса тăрса чи малтанах спикер ТР Патшалăх Канашӗн 6-мӗш созывӗ хăйӗн ӗçӗсене вӗçлесе пынине аса илтерчӗ. Кăçал сентябрь уйăхӗнче ТР Патшалăх Канашӗн 7-мӗш пухăвне суйлăпăр. Анчах малтан, март уйăхӗнче çӗршыв президенчӗн суйлавӗ иртӗ. Ун пирки те сăмах каларӗ Фарид Хайруллович. Çӗршыва тăнăçлăх кирлине, социаллă-экономика пурнăçне аталантармалли çине пусăм турӗ. 


2023 çулта йывăрлăхсене пăхмасăр республикăн макроэкономика кăтартăвӗсем (ВРП, ИПП, строительство, инвестицисем) ӳсни куçкӗрет. Сăмахран, регионăн пӗтӗмӗшле тупăшӗ (малтанлăха шутланă тăрăх) 4 триллион тенкӗпе танлашать. Производитель заказчика кӳнӗ продукцин (ВРП) калăпăшӗ — 4,5 триллион тенкӗ. Строительсьво ӗçӗсен калăпăшӗ 700 миллиард тенкӗлӗх, 2022 çултипе танлаштарсан 114 процент. 


Парламент ӗçӗн приоритечӗ 2023 çулта ятарлă операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене тӗрев парасси пулнă. Донбаса пысăк пулăшу панине (Лисичанскпа Рубежное (ЛНР) хулисене Тутарстан шефа илнӗ) те каласа пачӗ Ф. Мухаметшин. «Единая Россия» парти тăрăшнипе СВО пуçланнăранпа 133 тиев машини, нумай тонна гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă. 


Парламент ертӳçи республиăра пурăнакнсене, ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвне пама тăрăшакансене тав турӗ. Хăй ирӗкӗпе çапăçу хирне кайнă парламентарисене — Эдуард Шарафиева и Марат Галиева — ырласа аса илчӗ.


Парламент 2023 çулта 12 лару ирттернӗ, Патшалăх Канашӗ йышăннă 138 закона (вӗсенчен 20-мӗшӗ тӗп закон) пурне те ТР Раисӗ Р. Н. Минниханов алă пусса çирӗплетнӗ. Чи пӗлтерӗшлӗ законсенчен пӗри Тутарстан Республиукин тӗп бюджечӗ. «Республикăн социаллă-экономика аталанăвне малашне те тытса пыма виçеллӗ (сбалансированный) бюджет йышăнмалла. Çакна патшалăх валаçӗн органӗсемпе, муниципалитетсемпе пӗрле йышăнтăмăр», — тесе каласа пачӗ Фарид Мухаметшин. 


СВ‎Она хутшăннисене, тăлăха юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йӗрпе тивӗçтересси, нумай ачаллă çемьесенчен СВОна хутшăнни пулсан тӳлевсӗр çӗр лаптăкӗ уйăрса парассин йӗркине палăртмалла, тӳлевсӗр юрист пулăшăвне кам тивӗç, бизнес-парксене патшалăх пулăшăвне парассине, транспортшăн налог çăмăллăхӗсем парасси, ял хуçалăне, фермерсене пулăшасси çинчен йышăннă законсем çинчен каласа пачӗ.


Граждансен ыйтăвӗсене хуравласси, татса парасси парламент ӗçӗнче яланах чи пӗлетерӗшли пулнă, ку йӗрке 2023çулта та улшăнман — ТР Патшалăхӗн ертӳçисем, комитетсем 3600 ыйтупа, сӗнӳ пăхса тухнă. 


2024 çулта Раççейре пуçланнă Çемье çулталталăкӗнче пысăк ӗçсем туса ирттермелле тесе шутлать Фарид Хайруллович. Тутарстанра Наукăпа технологи аталанăвӗн çулталăкӗ пулнине те асрах тытмалла. 2024 çулти паллăрах мероприятисенчен «Игры Будущего», «Россия — Исламский мир» Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ, БРИКС Ертӳçисен саммичӗ иртессине асăнчӗ Фарид Мухаметшин. 
Çавăн пекех республикăн программисене, нацпроектсене малалла илсе пырӗç. 2024 çулта республикăра тытса пыма 23 закон проектне хатӗрлемеллине асăнчӗ. 
Журналистсем Фарид Хайруллович кăçал сентябрьте хăйӗн кандидатурине çӗнӗ срока суйланма тăратассипе интересленчӗç. Парламент ертӳçи ыйтăва уççăн хуравламарӗ, ытарлăн кланипех ирттерсе ячӗ. 


Патшалăх Канашӗн 6-мӗш пухăвӗн ӗçӗнчи çӗнӗлӗхе ‎— экспертсен канашне (парламентăн 8 комитетне те экспертсемпе «çирӗплетнӗ») асăнчӗ. Законсем хатӗрленӗ чух экспертсене (вăл е ку сферăра ӗçлесе опыт илнисене) хутăштарни закона «пурăнма» юрăхлă хатӗрлеме пулăшать тесе ăнлантарчӗ кăна спикер. Парламент ӗçӗнче тӗрӗслев ыйтăвӗсем çине пусăм туни те аван çӗнӗлӗх тесе шутлатьФарид Хайруллович ертӳçи. Çапла майпа йышăннă закон мӗнлерех ӗçленине пӗлме пулать. 


Ытти регионсен, патшалăх парламенчӗсемпе çыхăну тытнипе те интересленчӗç медиа-ӗçченсем. Республикăн Конституци канашӗ, Атăлçин çамрăк парламенчӗсен Ассоциацийӗпе, республикăн çамрăксен парламенчӗпе тачă çыхăну тытни çинчен каласа пачӗ вăл. Парламент ларăвӗсене те çамрăксем хутшăнаççӗ, çапла майпа вӗсем парламент ӗçӗн опытне алла илеççӗ.


Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество