Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул çитмен ачасене кальян туртакан çӗре кӗме чараççӗ

Тутарстанра ачасемпе çул çитменнисене кальяннăйсене, никотинлă япаласем туртакан ытти пӳлӗмсене ӳлӗмрен кӗртмеççӗ.

Ачасемпе çул çитменнисене кальян, ытти никотинлă япаласем туртма ирӗк пур вырăнсене кӗртме юраманни çинчен закона ТР Патшалăх Канашӗ паян йышăннă. 

«Çул çитмен ачасем кун пек вырăнсенче никотинлă япаласем туртни кашни çул палăрать. 2021 –  2022 çулсенче – 30, 2023 çулта 25 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вăл пысăк хуласен проблеми кăна мар. Тӗслӗхсем Çарăмсан, Елабуга, Лениногорск, Арск, Кукмор тата ытти районсенче те палăрнă», — тесе пӗлтернӗ ТР Прокурорӗн çумӗ Юлия Наумова. Вăл каланă тăрăх, йӗркене пăснă çакăн пек тӗслӗхсене вӗсем граждансем хыпарласан рейдсем йӗркелесе палăртӗç. Рейдсене полици сотрудникӗсен, вырăнти хăй тытăмлăх органӗсен, Çул çитменнисен ӗçӗсен тата вӗсен правине хӳтӗлекен комиссин ирттерме ирӗк пур.

Закон тăрăх, ачасемпе çамрăксен сăра барӗсене, аслисем валли тавар тата алкоголь кăна сутакан ытти лавккасене халех кӗме юрамасть. Ку чару талăкӗпех, асăннă вырăнсенче ача аслисемпе пӗрле пулнине пăхмасăр, вăйра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество