Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йĕр çинчи хӑрушсӑрлӑх çинчен видеороликсен конкурсӗ пуçланчĕ

Тутарстанра «Я — школьник» мобильлӗ приложенире çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен 5-11-мӗш классенче вӗренекенсем ӳкернĕ видеороликсен конкурсӗ иртет. Кун пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пĕлтерет.

Конкурс ноябрӗн 20-мӗшӗнчен пуçланса декабрӗн 25-мӗшӗччен ТР Вӗрентӳпе наука министерстви ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерстви, Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн Тутарстан Республикинчи управленийӗ, «Ачасен пурнӑçӗн хӑрушсӑрлӑхӗн наука центрӗ» патшалӑх учрежденийӗ, «Çул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалӑх бюджет учрежденийӗ тата «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентстви хутшăннипе иртет.
Конкурса хутшӑнмашкӑн вӗренекенсен электронлӑ заявка тултарса видеороликсене «Я —школьник» мобильлӗ приложенири «Конкурсы» текен пая ямалла.
Заявкӑсене ноябрӗн 20-мӗшӗнчен йышăнма пуçланă, ку тапхăр 2 эрнене тӑсӑлать.
Конкурса икӗ номинаципе ирттереççӗ: 5—8-мӗш классенче вӗренекенсем валли тата 9—11-мӗш классенче вӗренекенсем валли.
Сăнӳкерчӗк mon. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность