Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йĕр яланах хăрушлăх

Кăçал 7 уйăхра республикăри çулсем çинче 9 ача вилнӗ

Водительсене мӗн чухлӗ асăрхаттарсан та çул-йӗр правилисене пăсакансем нумай пирӗн. Çавна кура инкексен шучӗ ӳсет кăна. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăри çул-йӗрсем çинче пурӗ 2104 авари пулнă, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 93 ытларах. 2531-ӗн аманнă, пӗлтӗрхинчен каллех 36 çын нумайрах. 158 çынна...тӗпрен илсен вăйпитти çамрăксене, ӗмӗрлӗхех çухатрăмăр. «Чи хăрушши – аслисен айăпӗпе пулакан çул-йӗр инкекӗсенче ачасем вилни е аманни», – çапла пуçларӗ «Татар-информ»  информаци агентствинче иртнӗ черетлӗ пресс-конференцие ТР ШӖМ Патшалăх автоинспекцийӗн управленийӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Айрат Равилович Самигуллин.

– Кăçал 7 уйăхра кăна республикăри çулсем çинче ачасем хутшăннипе пулнă 278 аварие шута илнӗ, вӗсенче 291 ача аманнă, 9-шӗ вилнӗ. Ачасем аварисенче вилессипе эпир халех пӗлтӗрхи кăтартăва хăваласа çитрӗмӗр. Çавăнпа кашни атте-аннене урамра, çулсем çинче ачисене тимлӗ пулма вӗрентме тепӗр хут чӗнсе калатăп, – терӗ вăл.

Каникул вăхăтӗнче ачасем нумай чух урамра. Çакна водителӗн шута илмеллех, выляса чупакан шăпăрлансем кӗтмен çӗртен çулсем çине сиксе тухассине хатӗр пулмалла. 

Профилактика мероприятийӗсем ирттернипе юлашки 5 çулта ачасем хутшăннипе пулнă çул-йӗр инкекӗсен шучӗ чакнă-ха, анчах пӗр ача вилӗмӗ те пысăк çухату-çке. Тӗпрен илсен, кунта чăн малтан аслисем айăплă-ха, мӗншӗн тесен çакнашкал инкексен 42 процентӗнче ачасем пассажирсем пулни паллă. Кăçал 7 уйăхра кун пек 127 инкекре 140 ача-пассажир аманнă, 7-шӗ вилнӗ.

– Тепӗр хут аса илтеретӗп, кун пек инкексенче чăн малтан ашшӗ-амăшӗ айăплă, мӗншӗн тесен ачине хăрушсăрлăхпа тивӗçтермен вӗсем. Тӗслӗхрен, Атня районӗнче нумай пулмасть водитель хăвăртлăха чакарманнипе умра пыракан трактор çине кӗрсе кайнă. Виçӗ çын, çав шутра 5-ри ача, вырăнтах вилнӗ. Инкекре ача, тен, сывă та юлатчӗ-тӗр, енчен те хăрушсăрлăх кресли çинче ларнă пулсан, анчах... Кун пек инкек ан пултăр тесен ачан физиологи хăйне евӗрлӗхне шута илсе хатӗрленӗ хăрушсăрлăх кресли пулмаллах машинăра. Ашшӗ-амăшӗшӗн ку ылтăн правило пулмалла. Кунта килес умӗн кăна-ха акă масмаркетсене пăхса тухрăм, ача-пăча креслине 4 пин тенкӗпе те туянма пулать. Ача пурнăçӗпе танлашмалли хак мар ку. Нумай ашшӗ-амăшӗ штраф тӳлесрен кăна ача-пăча кресли кирлӗ тесе шутлать. Тепӗр хут калатăп, ку хатӗрсем автоинспекторшăн мар, ачăр хăрушсăрлăхӗшӗн кирлӗ. Мӗншӗн тесен инкек пулас-тăк ачан пурнăçӗпе сывлăхне сыхласа хăвармалли чи лайăх мел вăл, – терӗ спикер çăмăлттай ашшӗ-амăшӗсене асăрхаттарса.

Çул-йӗр инкекӗсен тепӗр сăлтавӗ вăл – хăвăртлăх режимне пăхăнманни. Кашни 3-мӗш водитель пăсать иккен ăна. Çав шутра салонра ача пуррисем те. Ывăннă пулсан та руль умне ларма сӗнмерӗ вӗсене республикăн тӗп автоинспекторӗ. Кăçал çак сăлтавпа та инкексем пулнă иккен пирӗн, шăрăх çанталăк хăй витӗмне панă апла.

Юлашки вăхăтра çул çитменнисен хушшинче мопед, скутер, питбайк пек транспорт хатӗрӗсем модăра. Ачисемшӗн вӗсем мӗнле хăрушă пулнине ашшӗ-амăшӗ тепӗр чух шута та илмест. Çак транспорт хатӗрӗсемпе çыхăннă 6 авари пулнă кăçал, вӗсенче 1 ача вилнӗ, 6-шӗ аманнă. Китайра кăларакан çак транспорт хатӗрӗсене кӳрекенсем таможня тăкакӗсене чакарас шутпа техника паспортне тӗрӗс кăтартмаççӗ иккен. Çавăнпа вӗсем яллă çулсем валли маррине, тренировка иртмелли ятарлă, хупă парксенче кăна çӳремелли спорт техники пулнине туянакан пӗлсе те юлаймасть. Шăп çавăнпах ӗнтӗ скутерпа 16 çултан иртсен кăна, çитменнине ятарлă «М» категориллӗ права пулсан кăна çӳреме юрать пулсан, питбайк валли ун пек требовани çук. Ашшӗ-амăшӗн çакна шута илсе ачине кун пек парнесем тума васкамалла мар.

Килти автомобиль уççине ачин куçӗ умне хуни, уйрăмах çулла, тепӗр чух инкекпе вӗçленесси те инçе мар. Ашшӗ-амăшӗ курман вăхăтра машинипе ярăнма юратакансем сахалăн мар. Опыт çителӗксӗррипе вара аварие лекеççӗ. Çакăн пек инкек Тутарстанра августăн 12-мӗшӗнче пулнă. 13-ри ача ашшӗ-амăшӗнчен ыйтмасăр машинине илнӗ те юлташӗпе ярăнма кайнă, анчах хирте çаврăнса çапăннă. Инкекре хăй сывă юлнă-ха, юлташӗ вара вилнӗ. 

Велосипедпа çӳрекен ачасем кӗтмен çӗртен çулсем çине сиксе тухасси те çӗнӗлӗх мар. Кăçал кун йышши инкексен шучӗ ӳснӗ, пӗлтӗр – 33 пулнă-тăк, кăçал – 39. Вилекен пулманни кăна чуна лăплантарать. Çул-йӗр правилисем тăрăх, велосипедпа, самокат таврашпа çул урлă çӳресе каçма юраманни çинчен те аса илтерчӗ спикер.

Часах кӗркунне, кунсем кӗскелсе пыраççӗ, çул урлă çуран каçакана водитель вăхăтра асăрхаса ӗлкӗреймест. Çавăнпа çуран çӳрекен аслин те, ачан та тумӗ çинче çутта тавăракан япаласем пулмаллах.

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность