Çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăхăнăр, ачасене упрăр!
Тутарстанра августăн 1 –10-мӗшӗсенче «Дети на дорогах» анлă профилактика мероприятийӗ пырать. Унăн тӗллевӗ – ачасен хутшăннипе çул çинче пулакан инкексене чакарасси тата çулсем çинче ачасене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса çӳреттересси.
Акци шайӗнче автоинспекторсем ачасен çул çинчи хăрушсăрлăхӗ çине уйрăм тимлӗх уйăрӗç. Вунă кун хушшинче вӗсем ачасемпе тата ашшӗ-амăшӗсемпе çул-йӗре пăхăннин пӗлтӗрӗшӗ пирки профилактика калаçăвӗсем ирттерӗç. Ачасемпе çул çитмен çамрăксен йӗркене пăснине чарас тӗлӗшпе рейдсем те пулӗç. Тӗслӗхрен, çул урлă юраман вырăнта каçассине е велосипедсемпе, самокатсемпе çул çинче çӳрессине тӗрӗслӗç. Автомобильсемпе, мотоциклсемпе тата квадроциклсемпе правасăр çӳрекен çамрăксене тупса палăртассине те тимлӗх уйăрӗç. Çавăн пекех водительсем ачасене автомашинăпа илсе çӳремелли правилăсене пăхăннине, çав шутра ятарлă креслосемпе тата хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе усă курнине те тӗрӗслӗç.
Тутарстан патшалăх автоинспекцийӗ çул çинчи мӗнпур çынна чӗнсе калать:
Ашшӗ-амăшне – ачасене правилăсене пăхăнмаллине тăтăшах аса илтерсе тăрăр.
Водительсене – уйрăмах шкулсем, ача-пăча площадкисем, çуран каçмалли вырăнсем çывăхӗнче тимлӗ пулăр.
Çуран çӳрекенсене – палăртнă вырăнсенче çеç çул урлă каçăр.
Операци çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн – çул-йӗр çинчи ачасен юхăмӗ ӳснӗ вăхăтра иртет. Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăхăнни инкексен шутне чакарма пулăшасса шанаççӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев