Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йӗр правилисене лайăхрах пӗлме шкул ачисене вăйă пулăшӗ

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ тытăннă май Тутарстанри шкулсенче 5-6-мӗш классенче вӗренекенсем валли çул-йӗр правилисене вӗренес тӗллевпе масштаблă #ЗнаюсоблюдаюПДД информаципе вăйă курсӗ пуçланнă.

Мероприяти интерактивлă ăс-тăн вăййи манерлӗ иртет. Вăл ачасене çул-йӗр правилисене астуса юлма, асра тытма пулăшӗ.

Ачасен çул çинче аманаслăхне чакарас тӗллевпе хута янă проект йăлана кӗчӗ тесен те йăнăш мар. 5 çул хушшинче унта Хусан шкулӗсенче вӗренекен 10 пин ытла вӗренекен хутшăннă. Кăçал проектăн географийӗ анлăланать: вăйăсен кӗрхи серине Хусанти 2500 шкул ачи, çавăн пекех Тури Услон, Çӳлту, Лайăш, Пӗтреç тата Рыбно-Слободски районӗсен вӗренекенӗсем те хутшăнӗç.

Занятисем шкул территорийӗсенчех иртеççӗ. Вăййа хутшăнакан ачасем викторина ыйтăвӗсене хуравлӗç, пӗр-пӗр лару-тăрупа çыхăннă задачăсене шутлӗç, командăпа тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явӗç. Çакă пӗтӗмпех ачасене çул-йӗр çинче хăйсене тӗллӗн тӗрӗс йышăну тума вӗрентет.

Проекта йӗркелесе ирттерекенсен шутӗнче «Çул çинчи хăрушсăрлăх» ПБУ, Патшалăх автоинспекцийӗ, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, ТР Наукăсен академийӗн Пурнăç хăрушсăрлăхӗн наука центрӗ пулнине асăнмалла.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пдд