Çул-йӗр правилисене пурин те пăхăнмалла
Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра инвалидсен вырăнне лартса хăварнă 1,6 пин машинăна штрафстоянкăна ăсатнă.
Республикăри автоинспекторсем инвалидсем валли хатӗрленӗ парковка вырăнӗсене правона пăсса йышăнакан водительсене тупса палăртас тесе тăтăшах рейдсем ирттереççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал нарушенисемшӗн инспекторсем 3 пин ытла административлă протокол çырса панă. Унсăр пуçне инвалидсен машинисен вырăнӗсене йышăннăшăн ятарлă стоянкăсене 1600 ытла автомобиле ăсатнă.
Тутарстан Патшалăх автоинспекцийӗ йӗркене çакнашкал майпа пăснăшăн водителе 5 пин тенкӗ штраф пани çинчен аса илтерет. Унсăр пуçне автомобиле штрафстоянкăна ăсатма пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев