Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул сиктерсе Хусана

Июнӗн 25-мӗшӗнче Хусанта «Шомбай-fest» V Халăхсен хушшинчи пукане театрӗсен фестивалӗ пуçланчӗ


Июнӗн 25-мӗшӗнче Хусанта «Шомбай-fest» V Халăхсен хушшинчи пукане театрӗсен фестивалӗ пуçланчӗ

Икӗ çулта пӗрре иртекен фестивале кăçал театр 90 çул тултарнине халаланă. «Экият» сцени çинче июлӗн 2-мӗшчен 14 спектакль пăхма ӗлкӗрӗпӗр. — 7 спектакль çитӗннисем валли, 7 постановка ачасем валли. Беларусь, Азербайджан, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килнӗ пукане театрӗсен артисчӗсем. Паллах, кӳршӗсем те пулаççӗ. Шупашкарти пукане театрӗн артисчӗсем тунтикунах Хусана килнӗ. Чăваш патшалăх пукане театрӗ Тутарстан тӗп хулине 6 ултан аслăрах ачасем валли А.Болдиновăн «Не улетай» пьеси тăрăх лартнă «Сказа о добром сердце» спектакль илсе килнӗ. Юмах ӗçе юратакан Катемпи çинчен каласа парать. Ăна хуçисем пахчарах манса хăварнă иккен. 

XXIV «Чӗнтӗрлӗ чаршав» Республика театр искусствин конкурсӗпе ку спектакль темиçе номинацире те çӗнтернӗ: «Чи лайăх спектакль ачасем валли», «Спектакле музыкăпа чи лайăх илемлетни» , «Ăшă туйăмсемшӗн тата вӗри чӗрешӗн». 

«Шомбай-fest» фестивальте кжтарктакан спектакльсене театр искусствинче пысăк çитӗнӳ тунă ăстасем хаклӗç: Мускаври ача-пăча мӗлкесен театрӗн тӗп ӳнерçи, «Ылтăн Маска» Наци театр премийӗн лауреачӗ Виктор Платонов, театр критикӗ, искусствоведени кандидачӗ Наталия Райтаровская, режиссер, Раçей Наци драма театрӗн артисчӗ Андрей Калинин, театр критикӗ, «Экият» пукане театрӗн илемлӗх ертӳçин Канашçи ТР Кцльтура министерствин Канашçи Нияз Игламов, филологи наукисен кандидачӗ, КФУ Журналистикăпа медиакоммуникацисен Аслă шкулӗн доценчӗ Дмитрий Туманов. 

Жюри пайташӗсем çӗнтерӳçӗсене çак номинацисемпе палăртӗç: «Чи лайăх спектакль» «Чи лайăх режиссер ӗçӗ», «Чи лайăх актер ӗçӗ», «Иккӗмӗш планри актерăн чи лайăх ӗçӗ», «Чи лайăх музыка илемлетӗвӗшӗн», «Фестивалӗн новацийӗ».

Сăнӳкерчӗк С.Камалетдиновăн («Татар-информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль