Çулçӳреве автомашинăпа тухакансем валли 130 ытла маршрут хатӗрленӗ
Раççейре отпуск вăхăтне автомобильпе канса ирттерекенсем çулсерен ӳссе пыраççӗ. Канакансем валли «Путешествуем.рф» портал 130 ытла хатӗр маршрут – Балтикăран тытăнса Лăпкă океана çити таран – сӗнет.
Юлашки вăхăтра автоçулсем курорта çитмелли меслет кăна мар, вӗсем çулсерен аталанса пыракан хăйне евӗрлӗ кану формачӗ пулса тăчӗç. 2025 çулхи сентябрь-октябрь уйăхӗсенче ирттернӗ тӗпчев палăртнă тăрăх Раççей çыннисенчен чылайăшӗ машинăпа çулçӳреве тухасси – çемьепе вăхăта ирттермелли чи лайăх мелсенчен пӗри тесе шутлать.
Ыйтăм кăтартнă тăрăх, туристсен 62 проценчӗ хăйсен мăшăрӗсемпе автоçулçӳреве тухать, 43 проценчӗ ачисене те хăйсемпе пӗрле илет, 33 проценчӗ çемьери ытти çынсене чӗнет. Экспертсем палăртнă тăрăх, автомашинăпа çула тухни ирӗклӗх туйăмӗ çуратать, мӗншӗн тесен вăл общество транспорчӗн расписанийӗпе çыхăнман, маршрута хăвна мӗнле кирлӗ пек улăштарма пултаратăн.
«Туризм и гостеприимство» наци проекчӗ пулăшнипе йӗркеленӗ «Путешествуем.рф» туризм порталӗ Раççей тăрăх канма каякансемшӗн тӗп пулăшуçă пулса тăчӗ. Ресурс çӗршыври мӗнпур климатпа культура зонине – лăпкă Центртпа хаяр Вырăс Çурçӗрӗнчен пуçласа хӗвеллӗ Кăнтăрпа легендарлă Кавказа çити, Атăлпа Уралтан пуçласа Çӗпӗре тата Инçет Хӗвелтухăçа – çавăрса илекен 130 ытла хатӗр маршрут сӗнет.
Тутарстан автотуристсемшӗн чи паллă маршрутсенчен пӗри шутланать. Çулçӳреве планлама меллӗ пултăр тесе Russpass.ru туризм порталӗнче регионăн интерактивлă карттине вырнаçтарнă. Унпа çак ссылкăпа паллашма пулать.
«Туризм и гостеприимство» наци проекчӗ шалти туризма аталантарма, хальхи инфаструктурăна йӗркелеме тата Раççей тăрăх çулçӳреве тухакансен шутне ӳстерме пулăшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев