Çулран çул интереслӗрех «Итиль»
Августӑн 9-мӗшӗнче Халăхсен хушшинчи тӗп халăхсен кунне паллă турăмăр.Шăп çак кун «Итиль» çӗнӗ этнокультура фестивалӗ пиллӗкмӗш хут Хусанти Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркне хула çыннисемпе хăнисене пуçтарчӗ. Фестивале кăмăллакансен, кӗтекенсен йышӗ çулран çул ӳссех пырать. Йӗркелӳçӗсем фестиваль площадкинче хăйсене хăюллăрах, креативлăрах кăтартаççӗ. Çавăнпа «Итиль» программи анлăн, лăпкăн юхакан çырмана аса илтерет, шартлама сивӗре шăнса ларнă юханшывпа танлаштараймăн ăна.
Пӗлтӗр палаткăра лекцисем вуланине, И.Рахимбайăн «Микулай» фильмӗн сеансӗ хыççăн хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗç, режиссера ыйтусем пачӗç. Кăçал Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен мифологийӗсене тӗпе хурса лартнă «Аллея хăнисем» спектакль пăхма пулчӗ. Унăн режиссер-постановщикӗ Руслан Риманас — клоун, актер, мультижанр артисчӗ. Çапла «Итиль» уçланкăра мар, парка кӗрсенех пуçланчӗ теме пулать.
Ярмăрккăна килнӗ ал ăсти-сутуçăсен таварне туянакансем те сахал мар пулчӗç. Ара, Хусанта, Тутарстанра пурăнакан Атăлçи халăхӗсем пурте хăйсен республикисене, тӗп хулисене кайса наци эрешӗпе илемлетнӗ тум, капăрлăхсем, сумка-енчӗксем туянаймасть-çке, çакăн пек фестивальте вара хаваспах мӗн кирлине тупать.
Шупашкартан кăçал ярмăрккăна иккӗн килнӗ. Вӗсен ячӗсем тахçанах паллă бренд пулса тăнă. Паянхи кун ыйтнă пек улшăнусем кӗртнӗ чăваш халăх тумӗсене, капăрлăхӗсене йӗкӗтсемпе пикесем савăнсах тăхăнакан Екатерина Малининан «ХИТРЕ» тата Кристина Макосееван «ВИÇӖ ХӖВЕЛ» этно-бренчӗсем. Паллах, Тутарстанран та пулчӗç сутуçăсем: Марий Элпа Удмурт Республикисенчен те килнӗ. Мӗншӗн-тӗр кăçал пушкăртсем, мордвасем пулмарӗç. Вӗсем те çуллен «Итиль» фестивале хутшăнаканччӗ.
Ачасем валли йӗркеленӗ мастер-классем шăпăрлансемшӗн чăнах та усăллă пулни пирки иккӗленместпӗр. 5-6 çулсенчи ачасем пӗрремӗш хут аллине мăлатук тытрӗç пулӗ. Аслисем вӗрентнипе хăйсем тӗллӗн пăта çапрӗç, CONSTRUCTERRA ача-пӑча инженери центрӗ ертсе пынипе ятарлă станок çинче хăма çурчӗç, ытти ӗçсене турӗç. Ӗçпе интереслентерес тӗллеве çак кун вӗрентекенсем туллин пурнăçларӗç. Кӗвӗ калама хăмăшран курай тăвакансем çитӗннисемччӗ. Мӗншӗн-тӗр ку мастер-класс самай аслă çулсенчисене интереслентерчӗ. Çаплах брелок тума, кавир «тӗртме» вӗренчӗç «Итиле» пынисем.
Кăшăл персе тӗл лектерессипе, мечӗк ывăтса шăтăка кӗртессипе ирттерекен халăх вăййисене хутшăнакансем ытларах кӗçӗн çултисемччӗ. Мӗншӗн-тӗр (тен, туйăнчӗ çеç?) ашшӗ-амăшӗ ачисенчен ытларах кăсăкланчӗ пек ку вăйăсемпе...
Фестиваль кăнтăрла 12 сехетрен каçхине 10 сехетчен пычӗ. Паллах, фестиваль хăнисен çак вăхăтра çиесси те килчӗ, вӗсем валли яланхи пекех фудкорт йӗркеленӗ. «Свияжские блины», «Крафтовый чай» тата ытти ӗçме-çиме сӗнекен фирмăсем пӗрре мар хутшăннă фестивале, вӗсен апачӗ тутлă, шанчăклă пулнине ӗçпе кăтартса панă. Фестивале килнисем икерчӗ юратаканскерсем пулчӗç-тӗр, кунӗпе те черет саланмарӗ «Свияжские блины» патӗнчен.
Çӳлерех çырнисем пурте кăсăк, анчах фестивалӗн тӗп мероприятийӗ – концерт. «Итиль» хăнисем чи малтанах илемлӗ кӗвӗ-юрă илтесшӗн. Авалтан пыракан çемӗсенчен халиччен илтмен вӗр-çӗнӗ хитре кӗвӗ илтесси килет унăн. V «Итиль» туллин тивӗçтерчӗ кăмăла. Кунта интернетăн тӗрлӗ площадкисенче чап илнӗ паллă музыкантсем те, куракансем халиччен сахал пӗлекен артистсем те пулчӗç.
Концерт программине Хусанти «Музыкальная лаборатория» проект уçрӗ. Тутар нацин хальхи вăхăтри музыкинче палăрма ӗлкӗрнӗ авторсен пӗрлехи çимӗçӗ темелле ăна. ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комисси тӗрев парать ăна. Удмурт (IVINAVI, Женя Чудьясем), Пушкăрт (HANQYZY ) Республикисенчен, Пенза облаçӗнчен, Мускавран, Санкт-Петербургран хутшăнчӗç юрăçсем.
Чăваш Республикинчен кăçалхи фестивальте «Один в оленьем парке» соло-проект пулчӗ. Артем Егоровăн питӗ хăйне евӗрлӗ, чунран тухакан юррисем интернетра музыка итлекенсене тахçанах «парăнтарнă» ӗнтӗ, психоделика-поп стилӗпе çырнă кӗвӗсем «Итиль» кураканӗсене-итлекенӗсене те тӳрех кăмăла кайрӗç. Телеграм-каналсенче, сайтсенче композицисене ырласа çыракансем пайтах пулчӗç. Сцена çинчен кайсан юрăçа пӗрле сăн ӳкерӗнме ыйтакансем те чылай пулчӗç. Çитес номертех сире «Один в оленьем парке» солисчӗпе, никӗслевçипе паллаштарăпăр.
Казахстанран килнӗ Самрат Инжаева ( SAMRATTAMA) савăнса кӗтсе илчӗ фестиваль уçланкинчи халăх. Казах чӗлхипе вырăс чӗлхине асăрхануллăн хутăштарса çырнă композицисене юрлакан пирки пӗр çын театрӗ теме те пулать.
Интернетри платформăсенче миллионшар çын итлекен NEMIGA (Беларусь) дуэт фестивале вӗçлерӗ. Унăн композицийӗсем ыттисенчен тӗрлӗ стильсене ăста пӗрлештернипе уйрăлса тăраççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев